Хусанта чăвашлăх тымарӗсем
Çӗршывра граждан вăрçи алхаснă вăхăтра, Хусантан шуррисене çапса кăларнă хыççăн кунта Наци ӗçӗсен халăх Комиссариачӗ çумӗнчи Тӗп чăваш пайӗн издательстви çӗнӗ хăватпа ӗçлесе каять. 1919 çулта Хусанта И.Штуцерăн «Выльăха çитерсе усрама пӗлесси» кӗнеки чăвашла пичетеленсе тухать. Брошюра пысăкӗш кăна хăй. Ăна и.Я.Яковлев çирӗплетнӗ пӗрремӗш алфавитпа пичетленӗрен çак кӗнекен хакӗ питӗ...