Новости за 14 ноября 2016
-
14 ноября 2016 - 09:24«Çамрăк калем» уçă конкурсМари Эл Патшалăх университечӗн филологипе журналистика кафедри республикăри вӗрентӳпе наука министерствипе пӗрле çамрăк журналистсен «Çамрăк калем» IV уçă конкурс ирттерет. Унта Йошкар-Олари 9-11-мӗш класс вӗренекенӗсем хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене ноябрӗн 16-мӗшӗччен konkurs_jur@mail.ru электронлă адреспа ярса пама пулать, пӗлтерет «МариМедиа» ИА.
-
14 ноября 2016 - 09:21Çӗнӗ çул уявне курмаПУШКĂРТСТАНРАН кăçал Мускаври Патшалăх Кремль керменӗнче декабрӗн 26-мӗшӗнче иртекен тӗп Çӗнӗ çул уявне курма 8-13 çулти 114 шкул ачи каять. Вӗсемпе пӗрле тухтăрсем, педагогсем, Шалти ӗçсен министерствин ӗçченӗсем каяççӗ, пурӗ 28 çын. Ачасем Мускава ятарлă авиарейспа декабрӗн 25-мӗшӗнче вӗçеççӗ, каялла декабрӗн 27-мӗшӗнче таврăнаççӗ, пӗлтерет «Башинформ» ИА.
-
14 ноября 2016 - 06:48Кун хыççăн кунНоябрь, 14 Хӗвел: тухать - 7.18, анать - 15.38, кун тăршшӗ - 8.20. Уйăх тулать (16 сехет те 54 минутран): тухать - 16.08, анать - 6.21. Пӗтӗм тӗнчери диабетпа кӗрешмелли кун. Халăхсен хушшинчи логопед кунӗ. Раççейре социолог кунӗ. Халăх календарӗпе - Кузьма тата Демьян. Çак кун юр çусан çуркунне шыв...
-
14 ноября 2016 - 06:45Эрнелӗх гороскоп 14.11.-20.11СКОРПИОН 24.X - 22.XI Кăткăс вăхăт: туйăмсем улшăнсах тăраççӗ, вăй-хал наянлăх пусса илнипе черетленет. Йăрăрах пулма тăрăшмалла, нумай уçăлса çӳремелле - япăх çанталăкра та. Апат-çимӗçпе тирпейлӗрех пулăр, стрессенчен асăрханăр, пуç ыратни аптратма пултарӗ. УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Усăллă çыхăнусем нумай ӗçсене ăнăçлăн вӗçлеме пулăшӗç. Çулçӳревсем ăнаççӗ. Тăвансемпе, хуняма-хуняçасемпе хирӗçӳсем сиксе...
-
14 ноября 2016 - 06:31Хамăр тăрăшсанЧиркӳ тăвакан çын аллипе Турă хăй хуçаланать пулинех. Çакна пурнăçри тӗслӗхсем те кăтартса параççӗ. Нумай çынран çак сăваплă ӗçе пуçлама шухăш пуррине илтнӗ, анчах сахалăшӗ кăна ăна чăнах та пурнăçлать, чунра пуррине вӗçне çитерет. Ушкăнпа, ялӗпех, пӗччен те пуçăнаççӗ чиркӳ тăвас ӗçе, пулăшаканӗсене те Турă ярсах тăрать. Çак сăмахсене Çӗпрел...
-
14 ноября 2016 - 06:20Юратман пулсан ӗçлеместӗмччӗЕлабугăри культпросвет училищи нумай çынна пӗлӳ парса специалист туса кăларнă. Вӗсен шутне Аксу районӗнчи Кивӗ Тимушкелӗнчи Культура çуртӗнче илемлӗх ертӳçи пулса ӗçлекен Анна Владимировна Туйкина та кӗрет. Вăл хореографи кружокне ертсе пырать. Чăваш патшалăх университетне куçăн мар майпа вӗренсе пӗтернӗ ăста ял çыннисене ташă искусствине хăнăхтарать. 2017 çулхи февраль уйăхӗнче...
-
14 ноября 2016 - 06:15Урлă выртакан пӗве2013 çулхи çулла шăрăх çанталăк тăнă вăхăтра Çарăмсан районӗнчи Кивӗ Йӗлмелӗн çыннисем пухăнса ял урлă юхса выртакан Аслă Сӗнче юханшывӗ çинче пӗве тума йышăнаççӗ. Ял вӗçӗнче ӗлӗк колхоз пахчисем пулнă, çырмана ялан çав тӗлте пӗвеленӗ. Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн ун чухнехи пуçлăхӗ Иван Захаров çынсем ыйтнипе кивӗ вырăнта пӗве тума...