News by date 18 November 2016
-
Тӗрлӗ сăнлă Раççей
Хусанта «Многоликая Россия» IX конкурса пӗтӗмлетрӗç. Унта журналистсем çӗршыври 52 регионтан хутшăннă. Кăçалхи конкурса 1850 ӗç тăратнă хыпар хатӗрӗсенче ӗçлекенсем. Аса илтеретпӗр, çак конкурса «Тутарстан Республикинче 2014-2020 çулсенче патшалăх наци политикине пурнăçа кӗртесси» программăпа килӗшӳллӗн халăхсен йăлисене упраса хăварас тӗллевпе ирттереççӗ. Конкурс учредителӗ - Республикăри пичет тата массăллă коммуникацисен агентстви....
-
Шупашкарти конференци
Ноябрӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарта Раççей шайӗнчи ăслăлăхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Унăн теми - «Тӗрлӗ культура условийӗсенчи наци чӗлхисемпе литературисем». Ăна РФ аслă професси пӗлӗвӗн хисеплӗ ӗçченне Валентина Ивановна Игнатьевăна халалланă. Тӗп ларура чӗлхене вӗрентес проблемăсене сӳтсе явнă. Чăваш халăхӗн йӗркеленӗвӗнчи тӗне кӗмен тапхăр çинчен ТР чăваш таврапӗлӳçисен председателӗ Александр Семенов доклад...
-
ЧНКА çӗнӗ Канашӗ
1. Абруков Николай Ремович - КМПО Генеральнăй директорӗн çумӗ; 2. Александров Сергей Витальевич - Аксу райӗçтăвком председателӗн çумӗ; 3. Альмукова Инна Ивановна - Элмет районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи; 4. Анисимов Юрий Иванович - Çарăмсан районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи; 5. Антонов Анатолий Иванович - Çӳлту районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи; 6. Белов Виктор Андреевич -...
-
Конференци йышăннă резолюци
Тутарстан Республикин «Чӗлхесем çинчен», «Вӗрентӳ çинчен», Раççей Федерацийӗн «Наципе культура автономийӗсем çинчен» калакан законӗсемпе килӗшӳллӗн ӗçлесе ТР Чăваш наципе культура автономийӗ юлашки виçӗ çулта чăваш чӗлхине, культурине, историне, йăлисене упрассинче, вӗренессинче, аталантарассинче тӗллевлӗ ӗç туса ирттернӗ. Çак ӗçе нумай чухне ТР Вӗрентӳпе Культура министерствисем хутшăнса пулăшрӗç. Республикăра вӗрентӳри чăваш этнокультура...
-
Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçин шухăшӗ
Александр СЕМЕНОВ, Тутарстанри чăваш таврапӗлӳçисен ертӳçи: ТР ЧНКАн отчетпа суйлав конференцине лайăх йӗркеленӗччӗ. Кашни ӗçе тӗплӗн шухăшласа туни - тӗрӗс. Калас текенсене чармарӗç, эпир хамăр шухăшсене пӗлтерме пултартăмăр. Эпӗ шкулсене кӗнекесемпе тивӗçтересси пирки пӗр танлаштарăва тӗслӗхе тăратрăм: республикăри шкулсенче пӗр тутар ачи пуçне 6 кӗнеке тухать, чăваш ачи пуçне -...
-
Пуху кăлтăксăр иртрӗ
Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗн отчетпа суйлав Конференцийӗ иртнӗ кун çул питӗ пăрлак пулнипе хăш-пӗр районсен делегацийӗсем Хусана килсе çитеймерӗç. Делегатсен шучӗ 116 кăначчӗ. Çапах ку кворумлăх çителӗклӗ пулнипе Конференцие пуçлас терӗç. Ăна пирӗн хаçат корреспонденчӗ, ЧНКА председателӗн çумӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пынă Ирина Трифонова ертсе пычӗ. ТР Патшалăх Канашӗн...
-
Инди Тутарстан тусӗ
Тутарстан ӗçлӗ хутшăнăвӗсене анлăлатсах пырать. Ку эрнере ТР Президенчӗ Рустам Минниханов Инди Республикин Раççей Федерацийӗнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллӗ Элчипе Панкадж Саранпа тӗл пулчӗ. Ӗçлӗ калаçу Хусан Кремлӗнчи Президент резиденцийӗнче иртрӗ. Хăнасене саламласа Рустам Минниханов Инди юлашки вăхăтра социаллă экономика аталанăвӗнче çитӗнӳсем туса хăй ятне тӗнчере çирӗплетнине палăртса хăварчӗ. Раççейпе Индин...