Новости за 5 декабря 2016
-
5 декабря 2016 - 07:20Çыхăну çирӗпленетТюмень облаçӗнчи «Тăван» чăвашсен ассоциацийӗ» обществăлла организацийӗ йӗркеленнӗренпе 25 çул çитнине паллă тунă май, ноябрь уйăхӗн çурринче «Бичурин вулавӗсем: чăвашсен историйӗ, культури тата тӗнӗ» регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийӗ иртрӗ. Регионăн культура пурнăçӗнчи çак пӗлтерӗшлӗ мероприятие тӗрлӗ хулари наци пӗрлешӗвӗсен кăна мар, ют çӗршыв представителӗсем те хутшăнчӗç. Виçӗ куна тăсăлнă...
-
5 декабря 2016 - 07:18Пулăшар!Лениногорск районӗнчи Çӗнӗ Шешкел ялӗнчи Марина Григорьевна Кузьминан ноябрь уйăхӗн 2-мӗшӗнче пушарта çурт ăш-чикӗ çуннă. Вырăнти шкулта чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекене май пур таран укçа-тенкӗпе пулăшма ыйтатпăр! Реквизичӗсем: Сбербанкăн Р/С: 40817810862189016430 Карта номерӗ: 639002629007450165 АК БАРС банк карттин номерӗ: 4244 3695 1168 1196.
-
5 декабря 2016 - 07:09Çӗнӗ çул çитме васкатьДекабрь уйăхӗ пуçланчӗ, çулталăкăн тӗп уявӗн атмосфери кашни ял-хулара, кашни çемьере хуçаланать. Элкел районӗ ырă йăлана малалла тăсса кăçал та районти организацисемпе учрежденисен хушшинче «Чи хитре чăрăш» конкурс ирттерет. Унта харпăр хуçалăхсем те хутшăнмасăр юлмӗç. Конкурсантсем ума капăр чăрăш лартнисӗр пуçне территорие юр-кӗлеткесем туса та илемлетмелле. Чи хитре чăрăш камăн...
-
5 декабря 2016 - 07:05Эрнелӗх гороскоп 05.12 - 11.12УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Çитес эрне сирӗншӗн ăнăçлă пулӗ, анчах куншăн пурте савăнмӗç - ăмсанакансем тупăнӗç. Çавсемпе асăрхануллăрах пулăр. Килтисене, уйрăмах ачасене, тимлӗхсӗр ан хăварăр. Канмаллисенче хăнана чӗнме пултараççӗ. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Çак тапхăрта арлă-арăмлисем хăйсен хутшăнăвӗсен çирӗплӗхне тӗрӗслӗç. Ку эрнере пулса иртекен ӗçсем мăшăрланăва çирӗплетме те, аркатма...
-
5 декабря 2016 - 07:00Халăх академикӗсем канашларӗçНоябрӗн 26-мӗшӗнче Шупашкарта Чăваш наци библиотекин залӗнче Чăваш халăх ăс-хакăлӗпе ӳнер академийӗн отчетпа суйлав пухăвӗ иртрӗ. Академие çӗнӗ пайташсем суйланипе пуçланчӗ вăл. Ун хыççăн отчетлă тапхăрти ӗçпе академи президенчӗ Евгений Ерагин паллаштарчӗ. Академиксен отчетлă тапхăрта пурнăçланă ӗçӗсемпе паллаштарнă май Евгений Ерагин Тутарстан таврапӗлӳçисен ӗçӗ çинче те тӗплӗн чарăнса тăчӗ. Сахалах...
-
5 декабря 2016 - 06:57Патраклăсем улахраЭлмет районӗнчи Патраклă Культура çурчӗ нихăçан та пушă тăмасть. Пӗр уява та паллă тумасăр хăвармаççӗ вӗсем. Ял халăхӗн канăвне йӗркелеме пӗлеççӗ çав патраклăсем. Ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунне тӳр килекен чи илемлӗ уява - Аннесен кунне те акă хăйне евӗрлӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче ачасем хаваслă концертпа амăшӗсене савăнтарнă. Кунпа кăна вӗçленмен-ха...
-
5 декабря 2016 - 06:53Кун хыççăн кунДекабрь, 5 Хӗвел: тухать - 7.56, анать - 15.13, кун тăршшӗ - 7.17. Уйăх: тухать - 11.34, анать - 21.13. Халăх календарӗпе - Прокопий. Çуна çулӗ йӗркеленсе çитет. Çак кун çуралнă: Нина Русланова, Хосе Каррерас (70 çул), Патрисия Каас (50 çул). Декабрь, 6 Хӗвел: тухать - 7.57, анать - 15.12,...