News by date 9 December 2016
-
Пирӗн паттăр, пирӗн чемпион!
Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксура пурăнакан Петр Мускатинов ноябрь вӗçӗнче Польшăра инвалидсем хушшинчи армреслингпа иртнӗ Тӗнче чемпионатӗнчен II вырăн çӗнсе таврăнчӗ. Ку спорт тӗсӗнче Петр çулталăк ытла кăна, çапах та пысăк спортра вăл хăйне тивӗçлипе кăтартрӗ. Çӗпрел тăрăхӗнче командировкăра пулнă май эпир Петрпа паллашмасăр ниепле те килеймерӗмӗр. Сире те, хаклă вулакансем,...
-
Çӗнӗ çула хатӗрленме хавхалану пур
Тутарстанра йăлана кӗнӗ «Чи лайăх илемлетнӗ елка» республика конкурсӗ кăçал та интереслӗ пуласси паллă. Сăмах май, вăл пуçланчӗ те ӗнтӗ, çапла майпа ял-хуласем Çӗнӗ çул тӗлне палламалла мар илемленӗç. Конкурс условийӗсемпе, капăр елка лартни кăна çителӗксӗр тата предприяти-организацисен, учрежденисен территорине илем кӗртмелле. Кам ытларах тăрăшуллă пулни яланхи пекех Çӗнӗ çулта...
-
«Шăпчăксем» юрланă чух
Чистай хулинчи «Шăпчăк» ансамбль йӗркеленнӗренпе 20 çул иртсе кайрӗ. Çак хушăра юрăпа ташă ушкăнӗ пултарулăх енчен палăрмаллах ӳснӗ, репертуарне пуянлатнă. Ансамбле паян Чистай районӗнче кăна мар, республикипех пӗлеççӗ, кӳршӗллӗ регионсенче те илтмен мар. Хăй вăхăтӗнче,1996 çулхи сентябрьте, хулари чăвашсене ансамбль йӗркелесе яма Чистай районӗнчи культура уйрăмӗн пуçлăхӗ, ТР культура тава...
-
Виçӗ медальпе таврăннă
Иртнӗ вырсарникун, декабрӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарта каратэ-сетокан хӗвелтухăç кӗрешӗвӗпе Раççей регионӗсен хушшинчи Чăваш Республикин уçă чемпионачӗ иртнӗ. Тутарстанран 3 команда таранах хутшăннă, Хусан сборнăйӗн шутӗнче чăваш ачи Егор Елисеев та пулнă. Амăшӗ Елена Николаевна пӗлтернӗ тăрăх, Егор ăмăртуран 3 медальпе таврăннă. Кумитэпе пӗччен тата команда шутӗнче I вырăн йышăннă, катапа II...
-
Конкурентлăха ӳстермелле
Тутарстанра машиностроени пысăк хăвăртлăхпа аталанса пырать. Çакна ку эрнере «Хусан ярмăрккинче» иртнӗ XVI «Машиностроени. Металлурги» халăхсен хушшинчи ятарлă куравра тепӗр хут çирӗплетме пулчӗ. Мероприятие ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, ТР Премьер-министрӗн çумӗ, промышленноçпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов, Германи, Белорусси, Чехи правительствисен представителӗсем хутшăнчӗç. Кăçалхи курава 13 çӗршывран 166 предприяти хутшăннă. Специалистсен...
-
Хӗл Мучин çуралнă кунӗ
Хӗл Мучин çуралнă кунне уявласси ача-пăча хушшинче хăвăрт сарăлса пырать. Пӗлтӗр çак уяв кун Аксу поселокӗн Культура çурчӗн залӗ çурри ытла кăна тулчӗ пулсан, кăçал вара вырăн çитменнипе ура çинче тăракансем те пурччӗ. Пурте Хӗл Мучине сцена çинчен саламласшăн. Кам-тăр сăвăпа, кам-тăр юрăпа, теприсем ал ӗçпе... Саламлама икӗ кун маларах,...