Сувар

Новости за 19 декабря 2016

  • 19 декабря 2016 - 13:22
    Рэп стилӗпе çырнă юрра «Сувар» хаçата халалланă
    «Кам пек пурăнатăн эс çак тӗнчере, Мӗнпе палăртатăн чăваш пулнине?» Çак сăмахсемпе пуçланать Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи шкулӗнче физкультура вӗрентекенӗ пулса ӗçлекен Алексей Яргунов шăрантаракан юрă. Ăна хальхи чăваш çамрăкӗсене халалланă.
    764
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 12:48
    Сувар хаçат çинчен çырнă юрă
    Алексей наумов ертсе пыракан «Хусан чăвашӗсем» ушкăн «Сувар» хаçат çинчен çӗнӗ юрă çырнă
    745
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 12:40
    Хусан чăвашӗсен çӗнӗ юрри «Селиме»
    Алексей Наумов, Ксения Дубайкина, Марсо, Софья Сайфуллина, Рифкат Зарипов тата яхта хуçи çӗнӗ клип ӳкернӗ.
    720
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 12:30
    Хусан чăвашӗсем Вăрнарта
    Август уйăхӗнчи концерт.
    857
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 08:13
    Çулталăк кӗнеки
    Николай Сорокинăн «Вечная Волга» виçӗ пайран тăракан романӗ чăваш литературине варкăш çил пек килсе кӗчӗ. Автор унта Атăлçи тăрăхӗнче пурăнакан чăваш хресченӗсен пурнăçне çутатса парать, 1907 çултан пуçласа 2007 çул таранччен. Роман пӗрремӗш страницăранах тыткăнлать, ăна вуласа пӗтермесӗр те алăран ярас килмест. Чăннипех те çапла. Чăваш литературинче тахçантанпах çакăн пек...
    714
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 08:06
    Эрнелӗх гороскоп 19.12-25.12
    УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII Улшăнса тăракан вăхăт. Организм черченрех пулин те, унăн шалти резервӗсем уçăлаççӗ, вăй-хал çӗнелнине туятăр. Çапах та вăйăра упрама тăрăшăр, сиенлӗ хăнăхусене пăрахăçлăр, уйрăмах туртассине. Пылак апат-çимӗçпе те иртӗнмелле мар. ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I Ку вăхăтра укçа-тенкӗпе çыхăннă ӗçсенче хăвăр пултарулăха, профессилӗхе шанса татса памалла. Куçман...
    876
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 08:04
    Кун хыççăн кун
    Декабрь, 19 Хӗвел: тухать - 8.11, анать - 15.11, кун тăршшӗ - 7.00. Уйăх: тухать - 22.08, анать - 11.20. Халăхсен хушшинчи чу­хăн­­­сене пулăшмалли кун. Раççейре çар контрраз­ведкин кунӗ. Халăх календарӗпе - хӗл­лехи Микула. Микула умӗн йы­вăçсене пас тытнă-тăк, çитес çул сӗлӗ ăнса пулать. Çак кун çуралнă: Галина Вол­чек, Анастасия...
    505
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 07:41
    Çӗнӗ çул уявне хутшăнчӗç
    Декабрӗн 12-мӗшӗнче «Новый век» телеканалта «Жырлыйк элэ» Çӗнӗ çул шоуне ӳкерчӗç. Унта Тутарстанри халăхсен Ассамблейин наципе культура автономийӗсем хутшăнчӗç. «Жырлыйк элэ» караоке-шоу наци телевиденийӗн историйӗнче чи ăнăçлă проект пулса тăчӗ. Тутарстансем ăна кӗтеççӗ, юратаççӗ. Ăна паян халăх кăларăмӗ теме те пулать. Куракансем тутарсен классика пулса тăнă юррисене кăна мар, хальхисене...
    743
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 07:38
    Ӗмӗтри хула
    «Пăва - ман ӗмӗтри хула!» çапла ят панă Пăвари 1-мӗш номерлӗ ача-пăча искусство шкулӗ пуçарнă ачасен пултарулăх конкурсне. Хулапа районти ачасем тăван хулана мӗнле юратнине хăйсен ӳкерчӗкӗсенче, композицийӗсенче кăтартма тăрăшнă. Тӗрӗссипе, ку конкурс çамрăк-ха, ăна пӗлтӗр хула 250 çул тултарнине халалласа пуçласа ирттернӗ пулнă. Пуçараканӗ вара Кипекасси чăвашӗ, хулари ача-пăча...
    795
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 07:36
    Тăлăхсене пулăшас тӗллевпе
    Пурнăç вăл вăрăм коридор евӗр, кашни алăк хыçӗнче хăйне уйрăм тӗнче, уçса кӗмесӗр унта мӗн пулнине пӗлме çук. Пуян та тулли пурнăçпа пурăнас тесен çав алăксене уçма ӳркенмелле мар, тӗрӗсрех каласан хăюлăх çитермелле. Пурнăçăн енӗсем нумай, кашни çӗршывăн, халăхăн вăл хайне евӗр. Вӗсен культури, искусстви, тӗнчекурăмӗ, социаллă пурнăçӗ, экономики, политики...
    685
    0
    0
  • 19 декабря 2016 - 07:30
    Тавтапуç «Хусан чăвашӗсене!»
    Çак пултаруллă ансамбль 15 çул сцена çинче, анчах пирӗн хулара, Тольяттире, пӗрре те пулманччӗ-ха. Ансамбль ертӳçипе Алексей Наумовпа эпӗ тахçанах туслă, паллашни 15 çул ытла пуль. Олег Цыпленков-Чунташ ертсе пыракан чăваш çамрăкӗсен пӗрлӗхӗ темиçе çул каялла çулçӳревре чух Тольятти çывăхӗнчи Çăлкуç (Ставрополь районӗ) чăваш ялӗнче çӗр каçма чарăннăччӗ. Ушкăнра «Шуçăм»...
    741
    0
    0
Реклама