Сувар

Новости за 21 декабря 2016

  • 21 декабря 2016 - 12:26
    «ТАТФОНДБАНК» ПАОн страхланă пулăмӗ пуçланни çинчен
    «Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство» патшалăх корпорацин обществăлла çыхăнусен департаменчӗ 2016 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗнче «Татфондбанк» ПАО (Хусан хули) кредит организацийӗ енӗпе (Раççей Банкӗ кредиторсен ыйтăвне тивӗçтерес тӗллевпе виçӗ уйăха мораторий кӗртнипе тата банкăн вăхăтлăх администрацине йӗркеленипе) страхланă пулăм пуçланнине пӗлтерет. Банкăн вăхăтлăх администрацийӗн ӗçне Вкладсене страхлас енӗпе ӗçлекен агентство (АСВ)...
  • 21 декабря 2016 - 07:42
    «Сувар» хаçат «АК БАРС» банкпа ӗçлеме тытăннипе саламсене тӳлемелли реквизитсем улшăнчӗç
    Реквизиты: (сиктермесӗр çырмалла) Филиал АО «ТАТМЕДИА» «Редакция газеты «Сувар» Банк: ПАО «АК БАРС» БАНК г.Казань р/сч 40702810200020010327 кор/сч 30101810000000000805 БИК 049205805 ИНН 1655144950 КПП 165802003 ОГРН 1071690057834 Стоимость поздравления 500 рублей.
  • 21 декабря 2016 - 06:05
    Тутарстанпа Турци хушшинчи авиарессен шучӗ ӳсме пултарать
    Тутарстанпа Турци хушшинчи авиарейссен шучӗ ӳсме пултарать. Кун пирки республикăсен ӗçлӗ форумӗнче «Турци авиалинийӗсем» авиакомпанин генеральнăй директорӗ Билал Экши пӗлтернӗ. Республикăсем хушшинче тӳрӗ авиарейссем уçсанах (2006 ç.) вӗсем эрнере 14 хутчен пулнă, экономика кризисне тата политика лару-тăрăвне пула вӗсен шучӗ палăрмаллах чакнă. Паян Хусантан Стамбула самолетсем эрнере 3 хутчен вӗçеççӗ,...
  • 21 декабря 2016 - 06:03
    Тепре тӗл пуличчен, Ростов!
    Хăйӗн йăли-йӗркисемпе колоритне вăхăт иртсен те çухатман Дон казакӗсен тӗп хули халӗ те пуçран каймасть. Казаксен хăйевӗр пурнăçӗ, ташши-юрри, тулли юханшывсем, кӳршӗллӗ пурăнакан армян халăхӗн тараватлăхӗ, икӗ халăхăн шавлă туйӗсем, пиçсе çитнӗ арбузсем асра чӗрӗ-ха. «Ростов» футбол командин историлле çӗнтерӗвӗ те манăçмасть. Çав вăхăтра вăл «Аякса» çӗнтерсе Чемпионсен лигин ушкăнри...
Реклама