Сувар

Новости за 23 декабря 2016

  • 23 декабря 2016 - 15:01
    РФ Президенчӗ В.Путин «Татфондбанк» çинчен
    РФ Президенчӗ В.Путин: «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем лару-тăруран тухма çул-йӗр шыраççӗ» РФ Президенчӗ В.Путин паянхи пресс-конференцире Тутарстан финанс рынокӗнчи çивӗч лару-тăрăва, çав шутра АВС страхованине кӗмен предприяти-организацисен вклачӗсен шăпи пирки те, тимлӗхсӗр хăвармарӗ. «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем активлă ӗçлеççӗ, пӗтӗм вкладчика, çав шутра предприяти-организацисене те, пулăшу памалли мелсене пӗрле шыраççӗ»,...
  • 23 декабря 2016 - 14:57
    «ИнтехБанкăн» банк-агенчӗсем декабрӗн 29-мӗшӗччен паллă пулаççӗ
    Страхланă укçана Çӗнӗ çул уявӗсене пула январӗн 13-мӗшӗнчен пама тытăнаççӗ. Заявленисене хăçан, ăçта тата мӗнле йышăнмалли йӗркене республикăри массăллă хыпар хатӗрӗсенче, интернетра пӗлтерӗç.
  • 23 декабря 2016 - 14:50
    «ИнтехБанкра» вăхăтлăх администраци
    Раççей Тӗп Банкӗ «Интехбанк» ПАО кредиторӗсем ыйтнине тивӗçтерес тӗллевпе маратори кӗртсе вăхăтлăх администраци йӗркеленӗ. «Интехбанкăн» финанс лару-тăрăвӗ çирӗп маррипе унăн кредиторӗсемпе вкладчикӗсемшӗн хăрушлăх пуррине кура Раççей Банкӗ декабрӗн 23-мӗшӗнчен «Агентство по стархованию вкладов» патшалăх корпорацине ултă уйăха банкăн вăхăтлăх администрацийӗ пулма çирӗплетнӗ. Унăн тӗп тӗллевӗ - банкăн финанс лару-тăрăвне тӗпчесси.
  • 23 декабря 2016 - 14:45
    «Татфондбанк» вкладчикӗсем валли
    Вкладчиксене банкра упранакан укçана 1,4 миллион тенкӗрен ытла мар пулсан 100 проценчӗ таранах тавăраççӗ. Декабрӗн 26-мӗшӗнчен вӗсем 5 банк-агент урлă страховка укçине илме пултараççӗ: «Сбербанк», ВТБ 24 (ПАО), «Россельхозбанк», «ФК Открытие» тата «Ак Барс». Тӳлевсене ăçта, хăçан тӳлесси пирки, заявленисен формипе йышăну йӗркине АВС хăйӗн сайчӗ çинче пӗлтерӗ (www.asv.org.ru). Кунсăр...
  • 23 декабря 2016 - 14:43
    Хăвăн банк-агентна пӗлес тесен
    Клиенстем хăйсен банк-агентчӗсене хăйсен хушамачӗн пӗрремӗш саспаллийӗ тăрăх пăхса пӗлме пултараççӗ. Урăхла каласан, А саспаллипе пуçланакан хушаматлă клиентăн банк-агентчӗ - «Сбербанк», О саспаллипе пуçлаканнин ВТБ24 пулаççӗ. «Татфондбанк» вкладчикӗ таблицăри пӗрремӗш пунктра палăртман хулара пурăнать пулсан (хушамачӗн пӗрремӗш саспаллийӗ çине пăхмасăр) «Сбербанка» каймалла. Хăйсен банк-агенчӗсене пӗлес текеннисем АСВ сайчӗ çинчи «Найти...
  • 23 декабря 2016 - 14:40
    Предпринимательсем валли хӗрӳ телефон линийӗсем ӗçлеççӗ
    Тутарстанра банк операцийӗсене чарнă банксен клиенчӗсем пулнă предпринимательсем валли декабрӗн 22-мӗшӗнче хӗрӳ телефон линийӗ ӗçлеме пуçларӗ - (843) 524-90- 90. Телефон кашни кун ирхине 8.00 сехетрен пуçласа 20:00 сехетччен ӗçлет, декабрӗн 31-мӗшӗнче ку номерпа çыхăнма пулать. Кунсăр пуçне предпринимательсем валли тепӗр информаци линийӗ ӗçлет: (843) 203-29-08. Страхлавпа çыхăннă хушма информацие...
  • 23 декабря 2016 - 14:27
    Тимур Нагуманов: «Çынсем кризиса çӗнтерме тăрăшаççӗ»
    Тутарстан бизнес-омбудсменӗ sntat.ru сайта панă интервьюра налог инспекцийӗпе, прокуратурăпа тата банксемпе калаçса татăлни çинчен пӗлтернӗ. - Кашни конкретлă тӗслӗхпе активлă ӗçлетпӗр,- тенӗ Т. Нагуманов. Налог органӗсене янă, анчах шут çинче юлнă укçана шута илтерессипе ӗçлени пирки, çак тӗлӗшпе консультацисем йӗркелени пирки пӗлтернӗ. Бизнесменсене рефинансировани тăвасси пирки те сăмах пырать. Микрофинанс...
  • 23 декабря 2016 - 13:43
    ТР экономика министрӗ Артем Здунов бизнесменсемпе тӗл пулчӗ
    «Тӗлпулу питӗ те конструктивлă иртрӗ. Паян эпир проблемăсене ушкăнласси пирки пуç ватрăмăр. Тӗлпулăва икӗ банк хутшăнчӗ. Чылай ыйтăва хуравлама пултартăмăр», - тесе пӗлтернӗ ТР экономика министрӗ предпринимательсен пуçаруллă ушкăнне. Сăмах май, вӗсен Татфондбанкри счечӗсене вăхăтлăха хупнă. «Эпир паянхи кунтан ӗç ушкăнне йӗркелетпӗр. Ӗç укçине тӳлемелле, налогсене те. Пирӗн хӗрӳ линисем...
  • 23 декабря 2016 - 11:08
    РФ Президенчӗ В.Путин: «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем лару-тăруран тухма çул-йӗр шыраççӗ»
    РФ Президенчӗ В.Путин паянхи пресс-конференцире Тутарстан финанс рынокӗнчи çивӗч лару-тăрăва, çав шутра АВС страхованине кӗмен предприяти-организацисен вклачӗсен шăпи пирки те, тимлӗхсӗр хăвармарӗ. «Тӗп Банкпа Тутарстан ертӳçисем активлă ӗçлеççӗ, пӗтӗм вкладчика, çав шутра предприяти-организацисене те, пулăшу памалли мелсене пӗрле шыраççӗ», - тесе хуравларӗ предпринимательсене мӗнле пулăшу пуласси çинчен панă ыйтăва. Президент...
  • 23 декабря 2016 - 08:42
    Çарăмсанти Прокопьевсем – иккӗмӗш!
    Декабрӗн 8-10-мӗшӗсенче Суздаль хулинче «Нумай нациллӗ Раççейри çемье» форумпа VIII Çемье династийӗсен «Вера. Надежда. Любовь» халăхсем хушшинчи фестивалӗ иртнӗ. Раççейрен, Узбекистанран, Белоруссирен, Украинăран, Казахстанран, Азербайджанран пурӗ 500 ытла делегат (пултарулăх ушкăнӗсем, талантлă ачасем, нумай ачаллă çемьесем, тăлăх ачасем) пуçтарăннă. Хаклă хăнасен йышӗнче фестиваль президенчӗ, кинорежиссер, сценарист, пурте юратакан «Ералаш» киножурнал...
  • 23 декабря 2016 - 08:38
    Вун икӗ ача амăшӗ
    Çынсенчен хăш-пӗрисем ют ачасене мар, тăван ачисене те çителӗклӗ юратса пăхса ӳстереймеççӗ, теприсен вара пурин валли те чӗре ăшши çитет. Виççӗмӗшсем кăмăл пулсан та усрава илнисене тăван ачисемпе тан юратаймасран иккӗленсе çак утăма тумаççӗ, çителӗклӗ тимлӗх уйăраймасран хăраççӗ. Çавăнпа Тамара Геннадьевна пек çынсене курсан тӗлӗнетӗн. Вăл 12 ача амăшӗ, вӗсенчен...
  • 23 декабря 2016 - 08:28
    «Атăлçи халăхӗсем» фольклор фестиваль-конкурс
    Декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанти патшалăх культура институтӗнче республикăри ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенче вӗренекен студентсен «Атăлçи халăхӗсем» фольклор фестиваль-конкурсӗ иртнӗ. Унта студентсем тӗрлӗ халăх культурипе паллаштарнă. Чăваш культурине Хусанти пӗчӗк бизнеспа предпринимательство колледжӗн «Стимул» ташă театрӗ (хореографӗ Галина Семенова) кăтартнă. 8 хӗртен тăракан ушкăн фестивальте «Уçланкăра хӗрсен ташши» чăваш ташшине питӗ...
  • 23 декабря 2016 - 08:24
    Истори малалла тăсăлать...
    Ку эрнере Хусанти Кремльте «Жизнь замечательных людей» ярăмри çӗнӗ кӗнекене хăтларӗç. Унти тӗп сăнар - Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗ, хальхи вăхăтра республикăн Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев пулчӗ. «Биографи малалла тăсăлать...» тесе çырнă кӗнеке хуплашкин аяккине. Апла пулсан Шаймиевăн официаллă миссийӗ вӗçленмен-ха. Çакна Минтимер Шарипович хăй те çирӗплетрӗ: калаçура çаплипех чӗрӗ, нумай...
  • 23 декабря 2016 - 08:09
    «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ
    Алексеевски районӗнче «Ырă ӗçсем» ыркăмăллăх проекчӗ пуçланчӗ, тесе пӗлтерет район сайчӗ. Акци тӗллевӗ - нумай ачаллă, ăнăçсăр, тулли мар, йывăр лару-тăрăва лекнӗ çемьесенчи ачасене пулăшасси. Ыркăмăллăх акцине район администраци пуçлăхӗ, предприяти-организацисен ертӳçисем ырласа йышăннă. Декабрь уйăхӗ вӗçлениччен тăсăлакан акцие хуть кам та хутшăнма пултарать. Хăйсен ачисенчен юлнă ăшă тумтире, атă-пушмака,...
  • 23 декабря 2016 - 08:05
    Чăвашсем «туй» турӗç
    Иртнӗ эрнере декабрӗн 16-мӗшӗнче Хусанта «Ак Барс» Çамрăксен центрӗнче «Тысячелетия культур» наци йăли-йӗркисен халăхсен хушшинчи фестивалӗ кӗрлесе иртсе кайрӗ. Çак мероприятие халăхсене пӗр-пӗрин культурине, тӗнчекурăмне, пурнăçри хаклăхсене йышăнма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе йӗркеленӗ. Фестивале хутшăнакансен хăй халăхӗн авалхи йăлипе паллаштармалла. Хусанта вăл иккӗмӗш çул иртет, йӗркелӳçисем - Хусан мэрийӗ, Тутарстанри халăхсен...
Реклама