Сувар

Новости за 30 декабря 2016

  • 30 декабря 2016 - 12:23
    ТР Строительство Министерстви «Татфондбанкпа» çыхăннă кризис çинчен
    «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конференцире ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин министрӗн пӗрремӗш çумӗ Алексей Фролов пӗлтернӗ тăрăх, «Татфондбанкпа» тата «Интехбанк» енӗпе моратори кӗртнипе управляющи компанисемпе ТСЖсен ӗçне, поставщикӗсене куçарнă укçа çитмесен те, министерство вӗсен ӗçне чармасть. ТР Строительство, архитектура тата ÇКХ министерствин хӗрӳ лини телефонӗ - 231-14-10.
  • 30 декабря 2016 - 09:43
    Çӗнӗ çула мӗнле кӗтсе илетӗн – çапла иртет
    *Çӗнӗ çула чылай маларах хатӗрленме тытăнмалла. Пӗрремӗш утăм - çурт-йӗре тирпейлесси. Автан - тирпейлӗ кайăк-кӗшӗк. Ваннă-çӗмрӗлнӗ, çурăлнă савăт-сапана юратмасть, апла кун пеккисене пӗр шеллемесӗр кăларса пăрахмалла, унсăрăн килес çул ăнăçу пулмасть. Ан манăр, кил-çурта декабрӗн 31-мӗшӗччен тирпейлемелле. Çав кун питӗ хытă ывăнсан çулталăк йывăра килет. *Пурнăçра мӗн-тӗр çӗнни пултăр тесен...
  • 30 декабря 2016 - 09:29
    ТР ЧНКА канашӗн председателӗн саламӗ
    Хисеплӗ ентешсем! Часах алăкран 2017 çул шаккаса кӗрет. Иртнӗ çулталăк нумайăшӗшӗн тӗрӗслев тапхăрӗ пулчӗ пулин те, эпир ниме пăхмасăр Çӗнӗ çул çывхарнине чунтан савăнса, шанчăкпа тата çутă ӗмӗтсемпе кӗтсе илетпӗр. Пиртен кашниех ăнланать пулӗ, тулăх пурнăç хăйпе-хăй пулмасть, вăл хӗрӳ ӗç, пултарулăх, палăртнине яланах пурнăçланин пӗтӗмлетӗвӗ. Çак çитӗнӳсенчен эпир пурăнакан...
  • 30 декабря 2016 - 08:25
    Хисеплӗ юлташсем!
    Хитре те илӗртӳллӗ Вутлă Автан сире çӗнӗ 2017 çулта тӗллевӗрсене пурнăçлама вăй-хăват патăр, пурнăçăра илемлеттӗр, чӗресене юрату çулăмӗпе ăшăттăр! Сывлăхлă та телейлӗ пулăр,чунăрта савăнăçпа тăнăçлăх хуçаланччăр! Сире хисеплесе РФ Президенчӗн В.В.Путинăн шаннă çынни, Красноярск крайӗн граждан ассамблейин Канашӗн пайташӗ, Красноярскри ЧНКА президенчӗ
  • 30 декабря 2016 - 07:29
    Ёлка, ёлка – чăваш ёлки!
    Çӗнӗ çул умӗн Хусанти халăхсен Туслăх Çуртӗнче Чăваш Ёлкине ирттересси темиçе çул каяллах йăлана кӗчӗ. Çак куна ачасем чăтăмсăррăн кӗтеççӗ, сăвăсем вӗренеççӗ. Чăннипех те мероприяти халăха пӗрлештерекен уяв пулса тăчӗ. Çитӗнекен ăру çакăнта чăвашла юрласа-ташласа тăван халăхăмăрăн культурине ăша хывать. Пысăк мегаполиссенче наци чӗлхисене упраса хăварма, вӗрентме еплерех кăткăссине ăнланмалла....
  • 30 декабря 2016 - 07:25
    Тивӗçлӗ тӗслӗх
    Нурлат районӗпе Нурлат хулин пуçлăхӗ Равиль Кузюров нурлатсем Анатолий Самаренкина хисепленине тата тав тунине çирӗплетсе хулари 9-мӗш номерлӗ шкулта вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркелерӗ. Анатолий Самаренкин пирӗн район аталанăвне пысăк тӳпе кӗртет. Иртнӗ ӗмӗрти 70-мӗш çулсен вӗçӗнчех вăл Синдряков ячӗллӗ «Восход», «Правда» колхозсене çулсем тума, Кивӗ Чаллăри участок больницин территорине тирпей-илем кӗртме,...
  • 30 декабря 2016 - 07:19
    Свижскри Çӗнӗ çул вăййисем
    Республикăри кашни хулапа районта, ялсенче Çӗнӗ çул уявӗсем тахçанах пуçланнă ӗнтӗ. Ачасем валли Елкăсăр пуçне тӗрлӗ квестсем, экскурсисем тата ытти тӗрлӗ мероприятисем йӗркелеççӗ. Хусантан инçе мар вырнаçнă Свияжск утравӗ те хаваспах пӗчӗк туристсене кăна мар, аслисене те кӗтет. Тӗлӗнтермелли, каласа памалли, кăтартмалли кунта пайтах. Çакна декабрӗн 23-мӗшӗнче журналистсем валли ятарласа...
  • 30 декабря 2016 - 07:16
    Медучрежденисене – машинасем
    Кăçал кăна республикăри васкавлă пулăшу службине 60 машина панă, вӗсенчен 33-шне шăпах Çӗнӗ çул умӗн. Çак хаваслă мероприяти декабрӗн 27-мӗшӗнче Республика клиника больницин картишӗнче пулчӗ. 14 васкавлă пулăшу машини, 19 Lada çăмăл машина тата 2 реа­нимобиль (пӗри Республика клиника больницине, тепри Çырчаллинчи экстреннăй медицина пулăшăвӗн центрне) ăсанчӗç. Çӗнӗ машина уççисене...
Реклама