Новости за 31 декабря 2016
-
31 декабря 2016 - 16:59Капитал-шоура Хӗл Мучи чăвашла саламларӗЭпир хăнăхнă ӗнтӗ Леонид Якубович ертсе пыракан «Поле чудес» шоура ытти халăхсемпе пӗрле Чăваш Республикин представителӗсем те час-часах хутшăнаççӗ. Çӗнӗ çул умӗн капитал-шоура тӗрлӗрен Дед Морозсем пухăнчӗç. Вӗсем хăйсен чӗлхисемпе куракансене саламларӗç. Пирӗн Хӗл Мучин саламне вулакансене курма сӗнетпӗр.
-
31 декабря 2016 - 16:04Чăваш ачисем сăвă калаççӗХусанти чăваш елки кăçал питӗ интереслӗ иртрӗ. Хӗл мучине сăвă каласа панисӗр пуçне ачасем 2017 çула халалланă «Ылтăн чӗпӗ» ятлă спектакль курма пултарчӗç. Тавтапуç пысăк уява йӗркелекенсене. Халӗ те лăпланаймаççӗ-ха пирӗн ачасем. Чăрăш умне тăрса хăйсен сăввисене калаççӗ.