Сувар

Новости за 4 января 2017

  • 4 января 2017 - 15:26
    Çуркунне республикăри çамрăксен форумӗ пулать
    2017 çулхи апрель уйăхӗнче Хусанта Республикăри çамрăксен проекчӗсемпе идеисене тӗрев паракан «Пирӗн Тутарстан» VII форумăн финалӗ пулать. Кирек те хăш çамрăк е яшсен команди конкурса хăйсен проектне пама, пӗр шухăшлисене тупма, общество тата патшалăх тӗревне илме пултараççӗ. Форум шайӗнче «Хăрушсăрлăх территорийӗ» площадка пулать. Форум ӗçне 14-30 çулти яш-кӗрӗм, студентсем, çамрăксен...
    759
    0
    0
  • 4 января 2017 - 14:35
    Олимп вăййисен чемпионӗ çӗнӗ вырăнта ӗçлӗ
    Çӗнӗ çул умӗн Раççейри Йывăр атлетика федерацийӗн ӗçтăвкомӗ çӗршывăн хӗрарăм сборнăйӗн тӗп тренерӗ пулма пирӗн ентеше Николай Колесникова çирӗплетнӗ. Николай Алексеевич Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăран, вăл 1976 çулта Монреальте Олимп чемпионӗ пулса тăнă. Колесников маларах йывăр атлетикăпа Раççейӗн çамрăксен сборнăйӗн аслă тренерӗ пулса ӗçленӗ. Ентеше çӗнӗ ӗçре ăнăçу тата пысăк çитӗнӳсем...
    787
    0
    0
  • 4 января 2017 - 13:54
    «Сувар» хаçат çинчен слайд-шоу
    Тахçан пулса иртнӗ пулăмсене çакнашкал меслетпе курса ларма питӗ кăмăллă. Хамăр çынсемпе çыхăннă-çке вӗсем, пӗлтерӗшӗпе те пӗчӗк мар. Кашни событи «Сувар» кун-çулӗнче тарăн йӗр хăварнă. Мӗншӗн тесен хаçат ӗçӗ Тутарстан чăвашӗсемпе тачă çыхăннă. Çакна палăртас терӗмӗр те. Пире çырăнтару кампанийӗсенче ялан пулăшса пыракан «Хусан чăвашӗсем» ушкăн та хăйне евӗрлӗ юрă...
    828
    0
    0
Реклама