Сувар

Новости за 6 января 2017

  • 6 января 2017 - 19:42
    Каникул вăхăтӗнче Ванюк Аксупа Нурлата çитрӗ
    Раштав уявӗ умӗн Чăваш Республикин Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ Çамрăксен театрӗ ТР Чăваш наципе культура автономийӗн парнине Аксу тата Нурлат районӗнчи пӗчӗк куракансем патне çитерчӗ. Январӗн 6-мӗшӗнче «Ванюк ӗçе хăнăхать» спектакле Аксури Культура керменӗнче тата Нурлатри Туслăх Çуртӗнче кăтартрӗç. Аксура Владислав Николаев пьеси тăрăх лартнă мыскарана курма ачасем ялсенчен кăна килменччӗ....
  • 6 января 2017 - 08:19
    Чӗрчун йӗрӗсене курсан чӗре сăвăнать
    Çӗпрел районӗнче вырнаçнă «Фазан» сунар хуçалăхӗ ку тăрăхра пирвайхи. Ăна пӗлтӗр кăна йӗркеленӗ пулин те, вăл ăнăçлă ӗçлет. Хуçалăхăн ӗçӗ-хӗлӗ çинчен эпир унăн ертӳçипе, сунарçăпа Александр Ислипе калаçрăмăр. - Паянхи кун сунар хуçалăхне Чăваш Çӗпрел, Паснапуç, Хулаçырми, Аслă Аксу, Кӗçӗн Аксу, Кивӗ Чакă, Çӗнӗ Чакă, Шатăршан хирӗсем кӗреççӗ. Вăл 17...
  • 6 января 2017 - 08:16
    «Пирӗн юр кӗлетки» фотоконкурс
    Ку хӗлле юртан пуян, çанталăкӗ те лайăх. Апла пулсан юр кӗлеткисене çăмăллăнах купалама пулать. Çӗнӗ çултан пуçласа «Сувар» хаçат хăйӗн вулаканӗсен хушшинче фотоконкурс ирттерет. «Пирӗн юр кӗлетки» ятлă вăл. Эсир хăвăрăн умăрта туса лартнă юр кӗлеткисене фотоаппаратпа е телефонпа ӳкерсе редакцин электронлă адресӗпе suvar@mail.ru (е Одноклассникинче «Сувар - чăвашсен хаçачӗ»...
Реклама