Сувар

Новости за 8 января 2017

  • 8 января 2017 - 15:49
    Паллă юрăç тутарстансене саламлать
    Çӗпрел районӗнче командировкăра чухне Чăваш Патшалăх Çамрăксен театрӗн актерне тата паллă юрăçа Стас Владимирова куртăмăр. Вăл «Сувар» хаçат вулаканӗсене тата Тутарстанри чăвашсене пысăк салам каларӗ, ырлăх-сывлăх, телей сунчӗ.
  • 8 января 2017 - 15:39
    Çӗпрелӗнче тата Пăвара спектакль чăвашла иртрӗ
    Çӗпрел районӗнче Чăваш патшалăх Çамрăксен театрӗн актерӗсем «Ванюк ӗçе хăнăхать» спектакле кирлӗ пек, чăвашла пăхрӗç. Хальхилле лартнă пьеса пӗрремӗш минучӗсенченех куракана тыткăнлать. Актерсем пӗчӗк куракансемпе интерактивлă çыхăнура тейӗн: çавапа çулма та, ӗне сума та вӗрентеççӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ спектакль вӗçленнӗ хыççăн аслисем пире пыра-пыра тав турӗç.
  • 8 января 2017 - 15:00
    Нулатри куракансене спектакль питӗ килӗшнӗ
    Тутарстанри чăвашсен наципе культура автономийӗн çӗнӗ ертӳçи хӗллехи каникул вăхăтӗнче районсенчи ачасемшӗн чăннипе те халиччен нихçан пулман пысăк парне турӗ. Дмитрий Анатольевич Самаренкина çак парнешӗн ăна ачасем кăна мар, аслисем те тав тăваççӗ. Ыркăмăллăх пуçарăвӗ малашне те ан иксӗлтӗр.
  • 8 января 2017 - 14:47
    Сергей Александров Раштав уявӗпе саламлать
    Аксу райӗçтăвком председателӗн çумӗ Серегей Александров çынсене Раштав уявӗпе саламлать тата ТР ЧНКА ертӳçине Дмитрий Самаренкина районти ачасем валли парне тунăшăн - Шупашкарти ТЮЗ спектакльне илсе панăшăн - тав тăвать.
  • 8 января 2017 - 14:23
    Район пуçлăхӗсем ыйтнипе
    Аксу районӗнче ачасем валли спектакль кăтартма тахçантанпах палăртнăччӗ. ТР ЧНКА Председателӗн пуçарăвне кунта ырларӗç, район администрацийӗ РДК залне уйăрса пачӗ. Çынсене те сахал мар пӗлтернӗ. ТЮЗ спектакльне курма чăвашсемпе пӗрле вырăс тата тутар ачисем те килнине кура, райӗçтăвком çумӗ С.Александров пиртен пьесăна вырăсла кăтартма ытйрӗ. Тепӗр тесен çакă чăваш культурипе...
  • 8 января 2017 - 02:02
    Банк кризисне çакланнă усламçăсем валли тӗрев пур
    Татфондбанкра тата ИнтехБанкра счет уçса укçисене тытнă 987 усламçă ТР Экономика министерствине заявлени çырнă. Вӗсенчен пилӗкçӗре яхăн предприниматель льготăллă условисенче микрозайм илесшӗн. Çакăн çинчен ӗнер ТР экономика министрӗ Артем Здунов журналистсене пӗлтерчӗ. Министр каланă тăрăх, ӗçне чарнă банксен клиенчӗсем - предпринимательсем валли «хӗрӳ лини» уяв кунӗсенче те штатлă режимпа (8.00-20.00)...
Реклама