Новости за 9 января 2017
-
9 января 2017 - 13:05Вӗçен кайăк вӗçет çӳлеллеХӗллехи çул (трасса) çуллахинчен ытлашши те уйрăлса тăмасть иккен. Унăн икӗ енӗпе те кашласа ларакан йывăçсем ăна илем кӳреççӗ, çулла ем-ешӗл çулçисемпе, хӗлле сивӗпе пасарнă турачӗсем юмахри ӳкерчӗке аса илтерсе. Çăмăл машинăпа çил пек вӗçтерсе пынă чух çутçанталăкпа киленсе пыма та йывăртарах. Çитменнине, çуллахи тапхăрта - йывăçсем симӗс тум тăхăннипе,...
-
9 января 2017 - 12:59Пур пирӗн халăхра йăла-йӗркеПур пирӗн халăхра йăла-йӗрке - Инçе çула каятпăр-и тухса Е туссемпе кӗрекере ларатпăр, Куç пек тулли курка алла тытса «Пӗрле пурнар!» - тесе калатпăр. Хушать халь вăхăт Çӗн çула куçма - Раштав çутатрӗ ялтăр çăлтăрне. Васкатпăр çӗнӗ календарь уçма. Çырма пуçлатпăр çул кӗнекине. Çӗнӗлӗхе чӗреçӗм туртăнать. Малашлăха, умри çула курсассăн,...
-
9 января 2017 - 12:50Чăнлăхпа çыхăннă литература пуянлăхӗ«Сувар» вулаканӗсем кăçал çуркунне Анатоли Ырьятăн «Вутра çунман уртăш» повеçӗпе паллашнăччӗ. Автор унта хамăр ентешӗмӗрӗн, чăвашсен паллă поэчӗн, çыравçин, куçаруçин тата журналисчӗн Валентин Урташăн кун-çулне çутатса панă. Повеçе вулакан хапăл туса йышăнчӗ. Паллă поэт пирки унччен те асаилӳсем çыракансем пулнă-ха, тӗпрен илсен хамăр ентешсемех: В.Ахун, Н.Дедушкин, К.Петров, В.Цыфаркин, Р.Чепунов, Д.Шашкин…...
-
9 января 2017 - 12:31Ачасем валли калавСАХĂР КАТĂКӖ Çӗнӗ çул уявӗ шавлăн иртсе кайрӗ. Çичӗ çулхи Вирук валли вăл мӗн чухлӗ пылак парне илсе килчӗ! Малтан садикра елка пулчӗ, унта Хӗл Мучи ачасене канихвет-шăккалат нумай валеçрӗ. Вируксен килне тăванӗсем, кӳршисем нумайăн пычӗç - пурте тутлисемпе. Амăшӗн ӗçӗнчен те, ашшӗн ӗçӗнчен те хӗрача валли канихвет курупкисем парса...