Сувар

Новости за 26 января 2017

  • 26 января 2017 - 16:23
    Хамăр ялта уяв чухне кам аяккинче юлтăр!
    Хулаçырмисем хăйсен ялӗн уявӗнче (21.01.2017) чунӗсене ирӗке ячӗç теес килет. Поэтсем çырнă сăвăсене те вуласа параççӗ, ташăсем те ташлаççӗ. Виктор Цой, Елена Ваенга юррисене юрлакан хӗрсем мӗне тăраççӗ! Куракансен пысăк залӗнче ларма вырăн çук - 350-400 çын пурччӗ-тӗр. Тӗлӗнтерме пӗлеççӗ хулаçырмисем. Шкул директорӗ те, ял канашӗн пуçлăхӗ те, ача сачӗн...
    692
    0
    0
  • 26 января 2017 - 14:38
    Хусанкай пултарулăхӗ çинчен ун чухлӗ пӗлекен çын Шупашкарта та çук-тăр
    Ку сăмахсен чăнлăхне тӗрӗслеме эсир Тутарстанри Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнчи аслă поэт ячӗпе хисепленекен музее килсе курсан пултаратăр. Унăн улшăнми директорӗ Олег Витальевич Мурзин асăннă культура заведенине 15 çул ертсе пырать. Музей лаптăкӗпе пысăк мар, анчах та çак вăхăт хушшинче унта Минтимер Шаймиев, Рустам Минниханов, Фарид Мухмаетшин, тутар халăх поэчӗсем...
    866
    0
    0
  • 26 января 2017 - 12:27
    Николай Колесников çуралнă ялта уяв иртнӗ
    Йывăр атлетикăпа Раççей хӗрарăмсен сборнăйӗн теренрӗ, Олимп Чемпионӗ Николай Колесников çуралса ӳснӗ ял несӗлсенчен куçнă чăваш халăхӗн авалхи йăлисене тирпейлӗн упраса пырать. Пӗкӗлме районӗнчи Наратлăри Культура çурчӗ çулсерен пирӗн халăхăн вăл е ку йăли-йӗркине театрализацилесе кăтаратаканччӗ, кăçал та çапла пулчӗ. Районти культура управленийӗ тӗрев панипе тата клубсен тытăмӗн ертӳçин И.П.Ибатуллина...
    892
    0
    0
  • 26 января 2017 - 09:49
    Хитреччӗ пирӗн садăмăр
    Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗ... Пысăк ял тесен те юрать ăна. Чикӗрен вертолетпа пăхсан самай вырăн йышăнать пилӗк урамлă ял. Анчах кашни урамрах мăрьерен тӗтӗм тухман пушă пӳртсем лараççӗ, е хуралтă çук пушă вырăнсенче çулла кирлӗ-кирлӗ мар курăксем ашкăрса ӳсеççӗ, хӗлле çил-тăман ачисем кăпăшка юра хӳсе çавăрттараççӗ. Ял Кӳлӗ касси...
    783
    0
    0
  • 26 января 2017 - 06:50
    Турхан: «Хусанкай вăл чăвашсен Пушкинӗ»
    Паллă чăваш журналисчӗ, поэт, çыравçă, Митта Ваçлейӗ ячӗллӗ преми лауреачӗ, Тутарстанри чăваш çыравçисен союзӗн яваплă секретарӗ, Хусанта пурăнакан Евгений Турхан Петӗр Хусанкай сăввине вуласа пама ыйтсан тӳрех халăх поэчӗ А.С.ПУшкинăн «Я Вас любил...» сăввине куçарнине («Сана саваттăм эп») сăвва калама тытăнчӗ. Çак сăвăпа ăна кам паллаштарнине тата тӗрӗс апатлану диетине...
    772
    0
    0
Реклама