Сувар

Новости за 29 января 2017

  • 29 января 2017 - 20:00
    Хӗрсем кăна мар, арçын ачасем те пăхмасăр сăвă калаяççӗ
    Пăва районӗнче январӗн 27-мӗшӗнче иртнӗ П.П.Хусанкай сăввисене вулакансен конкурсне хӗрачасем кăна хутшăнман, арçын ачасем те хастарлăх кăтартнă. Вӗсенчен пӗри Чăваш Кищтек ялӗнчи вăтам шкулта 7-мӗш класра вӗренекен Алексей Кильдюшев. Вăл мӗнлерех сăвă каланине Ольга Бахтинова ярса панă видеора пăхма пултартăр.
    739
    0
    0
  • 29 января 2017 - 18:52
    Анатолий Тимофеев Петӗр Хусанкайпа тӗл пулни çинчен каласа панă
    Пăва районӗнчи Тури Лащи шкулӗнче иртнӗ П.П.Хусанкая халалланă мероприятие Елчӗкре пурăнакан çыравçă тата журналист, Раккассинче çуралса ӳснӗ Анатолий Тимофеев хутшăннă. Вăл Петӗр Хусанкайпа тӗлпулнисем çинчен питӗ интереслӗкаласа панă. Чăваш халăх поэчӗн сăввисене пăхмасăр калакансен конкурсне хутшăннă ачасем журналистика ветеранӗ каласа панине çăвар карса илтесе ларнă. Видеора сăвă калакан конкурсантка -...
    661
    0
    0
  • 29 января 2017 - 12:44
    Вăл лирик, критик, историк, этнограф, чĕлхеçĕ, публицист, тăлмач пулнă
    Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа район шайĕнчи наукăпа практика конференцийĕ иртрĕ. Вăл 2017 çулхи кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче Элкел районĕнчи Сиктӗрме-Хусанкайри пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта иртрĕ. Конференцие районти 6 шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Кашни вĕренекен П.Хусанкайăн тĕрлĕ енлĕ пултаруллăхне тишкерчĕ, тĕпчерĕ. Ачасем хăйсемпе ÿкерчĕксемпе презентацисем...
    827
    0
    0
  • 29 января 2017 - 01:09
    Халиччен урамра грипп ертекенсем пулман-ха
    Тутарстанра сарăлма пуçланă грипп чирне мӗншӗн «гонконгский» теççӗ-ха? Тӗнче ун çинчен 1968 çулта пӗлнӗ иккен. Çав вăхăтра Гонконгра грипп эпидемийӗ пуçланнă, вăл часах ытти çӗршывсем çине те куçма тутăннă. Грипăн çак штаммӗ сасартăк нумай пурнăçа татнă. Уйрăмах ватă çынсемпе ачасем йывăр тӳссе ирттереççӗ иккен ăна. Пирӗн пата шăпах çакăн пек...
    744
    0
    0
Реклама