Новости за 2 февраля 2017
-
2 февраля 2017 - 16:03Гелсине те «Пур, пулатпăр!» сăвва вуларӗИртнӗ çулта, Хусанкайăн, 90 çултан каçсан та театрта вылякан мăшăрӗ, СССР халăх артистки Вера Кузьмина каланисем пӗтӗмпех тӗрӗс. «Петӗр сăвви-поэмисене çырнă чухне пӗр тарăхатчӗ, пӗр çиленетчӗ, пӗр куççулӗ кăларатчӗ» тесе асăннăччӗ вăл. Ывăлӗ Атнер та, паллă тӗпчевçӗ, çавнах çирӗплетрӗ. «Халӗ Аттем çинчен, унăн пурнăçӗпе творчествине тӗпчесе çиччӗмӗш кӗнеке хатӗрлетӗп,- пӗлтерчӗ...
-
2 февраля 2017 - 15:52Çирӗп шанчăк, ăс нумай парнелерӗ ХусанкайКӗçех, районти вӗрентӳ управленийӗн планӗпе палăртнă Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнине халаланă вулавçăсен конкурсӗ тапранать. Пуçламăш классене вӗрентекен В.Н. Кожевниковапа З.Н. Иванова викторина йӗркелеççӗ. Çав вăхăтрах доска çине тӗнчипех палăрнă халăх çыравçин пысăк сăнӗ тата вăл çырнисем тăрăх ачасем тунă вун-вун тӗрлӗ ӳкерчӗксем тухса тăраççӗ. Пӗр вăхăтрах...
-
2 февраля 2017 - 15:43Тутар шкулӗнче чăвашсемпе ирттерекен вӗрентӳ çак тӗрлӗ вичӗкӗн, пурин чӗри патне çитмелле иртессе кӗтменччӗЯнварӗн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Лащăпуç шкулӗнче пур пӳлӗмсемпе классенче те чăваш чӗлхи янăрарӗ. Тӗлӗнсех каймалла: вырăсӗ те, тутарӗ те чăвашла хăйсен чӗлхи пекех шăкăлтаттарать. Çавăнпах пулӗ ӗнтӗ, тахăшӗ «Ку - туслăх çурчӗ» тесе хаклама ӗлкӗрчӗ. Унччен те пулмарӗ Лариса Анатольевна Андреева, çак коллективра пайтах çул тăрăшаканскер, улттăмӗшӗсемпе уçă урок пуçларӗ....
-
2 февраля 2017 - 15:39Ачасем тутарла та, чăвашла та, вырсăла та калаçни илтӗнетПăва районӗнчи Лащăпуç - тутар ялӗ. Унта 200 киле яхăн. Чăн та, ытти чылай çӗрти пекех, пушă ларакан çуртсем те (уйрăмах хӗлле) çук мар. Апла пулин те унти тӗп шкул çирӗпех тытăнса тата нумай тӗрлӗ ырă ӗçпе палăрса тăрать. - Пирӗн патăрта, тӗпрен илсен, чăваш çамрăкӗсем вӗренеççӗ, - пысăках мар...
-
2 февраля 2017 - 15:24Шкул ачисем артистсем пек сăвă калаççӗПӗр пăхсан, ним тӗлӗнмелли те çук пек, тепӗр енчен, ялти тулли мар вăтам шкулта вӗренекен ача тӗнчене те тухса çӳремен-ха, нумай япалана пӗлмелле мар пек. Анчах та вӗсем чăвашла сăвă калама тытăнсан, пултарулăхӗ çӳллӗ шайра пулнине куратăн. Ан тив, хумханнипе, хăш чухне сăмахӗсене тӳрех аса илейменни те пулкалать. Этемӗн таланчӗ...
-
2 февраля 2017 - 11:35Мӗн чухлӗ ытарлăх вăл çырнă йӗркесенче!Хусанкая хăв вуланă чухне те аплах мар-ха, сынсем вуланă чухне вара - хăш пӗрисене итленӗ чухне - сывлама та чарăнатăн. Тавтапуç Пăва районӗнчи чăваш чӗлхи учителӗсене ачасене пухса конкурс ирттернӗшӗн.
-
2 февраля 2017 - 10:39Çарăк сăвăВиççӗмӗш класра чухне эсир ун чухлӗ йӗркене пăхмасăр калама пултарнă-и?..
-
2 февраля 2017 - 08:52Виççӗмӗш клас ачи Хусанкай сăввине вулатьПăва районӗнче П.П.Хусакнкай ячӗпе ирттерекен конкурсри видеосене малалла пичетлетпӗр. Чăваш Шуршу шкулĕ Никонов Станислав 3 класс
-
2 февраля 2017 - 08:21Пушкăртстансем те хутшăнаççӗ «Сувар» хаçат пуçарнă конкурсаПишпулекри «Çутă çул» хаçатра ӗçлекен Марина Яковлева та ярса пачӗ Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалланă видеосăвăсен конкурсне. Курса хаклама сӗнетпӗр. Хаçатра ӗçленисӗр пуçне Марина Пишпулекри чăваш халăх театрӗнче те рольсем вылять. Сăвă çырассипе те ăста.
-
2 февраля 2017 - 07:54Ӗç профессийӗсен ăмăртăвне чăваш ачисем те хутшăнаççӗФевралӗн 1-мӗшӗнче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia) регионри чемпионат пуçланчӗ. Республикăри техникумсемпе коледжсенче вӗренекенсен хушшинче професси ăсталăхне 75 тӗрлӗ компетенципе тӗрӗслӗç. Чемпионата пурӗ 639 конкурсант хутшăнать. Вӗсем Универсиада ялӗнче пурăнӗç. Çак регионри чемпионатпа пӗрлех JuniorSkills ăмăртăвӗсем те иртӗç. Суйлав турӗсенчен иртнӗ 196 шкул ачи 14 тӗп компетенцире ăмăртӗç. Чемпионат иртнӗ...