Сувар

Новости за 4 февраля 2017

  • 4 февраля 2017 - 18:05
    Пăва районӗнчи Тури Лащире (Лащăпуçра) иртнӗ конкурсри тепӗр сăвă
    Петӗр Хусанкай 110 çул тултарнă ятпа видеосăвăсен конкурсне ирттерме ăс-хакăл, пуларулăх çитернӗшӗн Чуваш.орг сайтăн администраторне Николай Плотникова тав тăвас килет, тӗрев панăшăн Хусанти чăвашсен П.Хусанкай ячӗллӗ наципе культура центрӗн председательне Валерий Казакова. Пăва районӗнчи чăваш учителӗсен методика пӗрлешӗвне çакнашкал вулавсем ирттернӗшӗн тав. «Çӗнтерӳ юрри» сăвва Рункăри вăтам шкулта 10-мӗш класра...
    728
    0
    0
  • 4 февраля 2017 - 12:27
    Тӗслӗх илӗр, чăваш ачисем!
    Чăваш Республикин Патăрьел районӗнчи Шăнкăртамри 1№ вăтам шкулта 10-мӗш класра вӗренекен тутар хӗрачи Гельгене Айзатуллова мӗнлерех чăвашла сăвă каланине курма сӗнетпӗр. Каласа хăварас килет. Кӳршӗллӗ халăх ачисем чăвашла çакăн пек шакăлтаттарса калаçнă, сăвă калнă чухне, пирӗн ачасем хамăр чӗлхене пӗлменни, ăнланманни, тиркени - тӗрӗс япала мар. Унпа мирлешсе, килӗшсе, çакна...
    773
    0
    0
  • 4 февраля 2017 - 06:10
    Чăваш халăх поэчӗ ячӗпе ирттернӗ уявра халăх икӗ хутчен ура çине тăчӗ
    Шупашкарсем кăна мар, районсенчен килнӗ хăнасем те пурччӗ чăваш халăх поэт уявне. К.В.Иванов ячӗпе хисепленекен драмтеатр çывăхӗнчи парковкăра сарă «газельсем» нумайччӗ. Чăнласа калама пулать - Хусанкай уявӗ кăмăла кайрӗ. Уйрăмах унта ачасем хутшăнни. «Сăпка юррине» те коляскăпа нумай пулмасть çеç уйрăлнă хӗрача юрларӗ. Пухăннă халăх пӗрремӗш хуи СССР халăх артистки...
    761
    0
    0
  • 4 февраля 2017 - 03:39
    Шупашкарта Петӗр Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа уяв иртрӗ
    Кая юлса пулин те ЧР пуçлăхӗсем Петӗр Хусанкайăн юбилейне паллă тумасăр хăвармарӗç. НАрăсăн 3-мӗшӗнче К.Иванов ячӗллӗ драмтеатрта пухăнса лайăх сăвăсем каласа, кирлӗ юрăсем юрласа, вырăнлă ташăсем ташласа ирттерчӗç ăна шупашкарсем. Çеçпӗл Мишши ячӗллӗ çамрăксен театрӗ «Тилли юррисен» сыпăкне те кăтартса пачӗ.
    810
    0
    0
Реклама