Новости за 5 февраля 2017
-
5 февраля 2017 - 16:06Шелепи ентешӗсем те Хусанкай ячӗллӗ конкурса хутшăнаççӗНиколай Полорусов-Шелепи поэзийӗ çамрăк Хусанкай çине питӗ пысăк витӗм кӳнӗ. Вăл пӗрремӗш чăваш халăх поэтне хăйӗн вӗрнетекенӗ вырăнне хунă. Шелепи ентешӗсем паян Хусанкай сăввисене пăхмасăр калама вӗренеççӗ. Аксу районӗнчи Тимушкелӗнчи вăтам шкулăн Беловкăри филиалӗнче пуçламăш классенче вӗренекенсем Петӗр Хусанкай сăввисене вулаççӗ. 1-мӗш клас вӗренекенӗ Ангелина Максимова «Сăпка юрри» сăвва каласа...
-
5 февраля 2017 - 05:28Пăва районӗнчи Альших вăтам шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Петӗр Хусанкайăн «Таня» поэминчи сыпăка вулатьАрина Киргизова шкулта лайăх паллăсемпе вĕренет, пур мероприятисене те хутшăнать. Районта ирттерекен "Тăхăрьял шăпчăкĕ", сăвă калакансен конкурсĕсенче, чăваш чĕлхипе тата литературипе ирттерекен олимпиадăсенче яланах çĕнтерӳçĕсен ретĕнче. Кăçал Альших ватам шкулĕнче Тăван чĕлхесен кунне Петĕр Хусанкая халалланă. Унта Арина "Таня" поэмăн 17-мӗш сыпăкне вуларĕ.