Новости за 14 февраля 2017
-
14 февраля 2017 - 09:34Февральте 4 кун канатпăрРФ Правительство Председателӗн Д.Медведевăн 2016 çулти августăн 4-мӗшӗнче тухнă канмалли тата уяв кунӗсене куçарасси çинчен постановленийӗпе килӗшӳллӗн, кăçал Тăван çӗршыв хӳтӗлевçисен уявӗ вăхăтӗнче 4 кун, февралӗн 23-мӗшӗнчен (кӗçнерникунран) пуçласа февралӗн 26-мӗшӗччен (вырсарникунччен) канатпăр. Аса илтеретпӗр, канмалли кун пулнă январӗн 1-мӗшне февралӗн 24-мӗшне куçарнă.
-
14 февраля 2017 - 08:01«Сувар» хаçат ӗçченӗсем ыркăмăллăх концертне хутшăнчӗçФевралӗн 4-мӗшӗ - пӗтӗм тӗнчери ракпа кӗрешмелли кун. Хусанта ăна февралӗн 13-мӗшӗнче «Музыка жизни» ыркăмăллăх концертне йӗркелесе паллă турӗç. Пуçаруçи - «Мы вместе - Бэз бэрге» коммерцилле мар организацин ертӳçи Юлия Ивашкевич. Тӗрӗссипе, çак мероприятие чирлисем патне сӳрӗк маррисем хутшăнчӗç. Çавсем хушшинче паллă артистсем, искусство ӗçченӗсем, ача-пăчасен ташă ансамблӗсем, паллах...
-
14 февраля 2017 - 06:34«Пахча çимӗç варӗ» хута каятьКăçал Элметре «Пахча çимӗç варӗ» проект хута каять. Унта пахча çимӗç ӳстерес кăмăл пур хуть мӗнле фермер та хутшăнма пултарать. Çак тӗллевпе 400 гектар лаптăкра шăвармалли, ӳстермелли çӗнӗ технологисем вырнаçтараççӗ. Проекта хутшăнакансене 5-шер гектар çӗр уйăрса параççӗ. Ятарлă техникăпа, гаражпа, пахча çимӗç упрамалли вырăнпа тата 200 çын вырнаçмалли общежитипе тивӗçтереççӗ....
-
14 февраля 2017 - 06:30Пурнăç условийӗсене лайăхлатаççӗАксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхӗ иртнӗ çул ял çыннисен пурнăç условийӗсене лайăхлатас енӗпе нумай ӗç пурнăçланă. «Таса шыв» республика программипе усă курса Емелькинăпа Çӗмӗртлӗ ялӗсенче пурӗ 3617 метр, Унтакшă ялӗ тăрăх 1451 метр шыв пăрăхӗ тăснă. Самообложени укçинчен Çӗмӗртлӗ, Унтакшă, Çӗньял тата Емелькино урамӗсене 650 пин тенкӗлӗх вак чул сарнă....
-
14 февраля 2017 - 04:48Рустам Миннихановпа пӗрле ӗçленӗ чăваш 85 тултаратьУнăн ӗç биографийӗнче 40 çул ытла стаж. Кашни çулӗ ял хуçалăхӗпе, выльăх-чӗрлӗх ӳстерессипе çыхăннă. Зоотехник та пулнă вăл, парти райкомӗн иккӗмш секретарӗ те, Тутарстанри ял хуçалăх министрлăхӗн контрольпе ревизи комиссийӗн ертӳçи те. Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралса ӳснӗ Виктор Егоров çак кунсенче хăйӗн 85 çулхи юбилейне паллă тăвать.
-
14 февраля 2017 - 04:05Çӗпрелсем ентешне манмаççӗПӗлтӗр «Сувар» хаçат пуçарнипе Çӗпрел районӗнчи шкул ачисем хушшинче Анатолий Чебанов сăввисене илемлӗн калакансен хушшинче литература конкрсӗ иртнӗччӗ. Кăçал, чăваш тӗнчинчи паллă çыравçă çуралнăранпа 80 çул çитнине халалласа Хурăнвар-Шăхаль ялӗнчи Культута керменӗнче чаплă уяв иртрӗ. Видесăнсем - Владимир Захаровăн.