Сувар

Новости за 26 февраля 2017

  • 26 февраля 2017 - 15:30
    Кӗнчеле çеç чăттăр е хальхилле Çăварни
    Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче Аслă типпе кӗрес умӗн Çăварни ирттересси йăлара. Пӗлтӗр акрелсем еплерех савăннине Хусантан телевидени те килсе ӳкерсе кайнăччӗ. Кăçал та кунти чăвашсем çав хăватпах хӗле ăсатаççӗ: тăвайккинчен кӗнчелепе ярăнаççӗ, чукмар ывăтаççӗ, тăлăп тăхăнса кӗрешеççӗ тата, паллах, икерчӗ пӗçерсе çиеççӗ. Купăсçи те юнашар, лашине те кӳлсе тăратнă, улăм катемпи...
    649
    0
    0
  • 26 февраля 2017 - 14:13
    Чӗмпӗр чăвашӗсем вернисаж уçаççӗ
    Февралӗн 23-мӗшне халалланă уявсем вăраха тăсăлчӗç. Çак кунсенче пӗрисем хăна тăрăх çӳреççӗ, хăшӗ-пӗри ӗçкӗрен тухаймасăр аптăрать, кам-тăр сунара-пулла каять, ывăнни - çывăрса тăранать... сайра çын искусствăна çывăхланас тесе тăршать пулӗ. Февралӗн 21-мӗшӗнче Ульяновскри 64& вăтам шкулăн акт залӗнче Николай КОндрашкин скульптор-монументалистăнТăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунне халалланă курав уçăлчӗ. Вернисажра вăрçă паттăрӗсене,...
    600
    0
    0
  • 26 февраля 2017 - 13:29
    Аксу районӗн каччи биологи олимпиадинче мала тухнă
    Аску районӗнчи Кивӗ Ӳсел шкулӗн 11-мӗш класс вӗренекенӗ Данила Матвеев биологи предмечӗпе шкул ачисен Пӗтӗм Раççей олимпиадин регионти тапхăрӗнче призер пулма тивӗçнӗ. Маттур, Данила! Сана эпир те саламласа малашне тата пысăкрах çитӗнӳсем тума ăнăçу сунатпăр!
    672
    0
    0
  • 26 февраля 2017 - 13:05
    Рункă çамрăкӗ Мускавра иртнӗ фермерсен съездӗнче сăмах каланă
    Пăва районӗн çамрăк фермерне, Рункă каччине Алексей Кубайкина çак кунсенче Мускавра иртнӗ Раççей фермер хуçалăхӗсен ассоциацийӗпе ял хуçалăх кооперативӗсен XXVIII съездӗнче чысланă. Алексей «Сӗт сăвакан чи лайăх çемье ферми» Раççей конкурсӗн «100 пуç выльăхлă чи лайăх çемье ферми» номинацире пӗрремӗш вырăн йышăннă. Сăмах май, ку конкурса Раççейри 12 регионтан фермерсем...
    690
    0
    0
  • 26 февраля 2017 - 12:29
    Ушу Олимп вăййисен шутне кӗрӗ
    Февралӗн 21-мӗшӗнче Мускавра «Ушун Мускав çăлтăрӗсем - 2017» III Халăхсен хушшинчи турнирӗ вӗçленнӗ. Ăмăртусем 6 тӗспе иртнӗ: ушу-таолу, йăлари ушу тата Юнчуньцюань (винчун), Тайцзицюань. Унсăр пуçне ушу-саньдапа ушу-туйшоу енӗпе те вăйлисене палăртнă. каласа хăварас пулать, ушун кашни тӗсӗнче тӗрлӗ программăсем пур. Ăмăртусене уçнă çӗре Халăхсен хушшинчи ушу федерацийӗн техника комитечӗн...
    649
    0
    0
  • 26 февраля 2017 - 07:28
    Каçару кунӗ уява çаврăнать
    Çăварнине вӗçлекен Каçару ыйтмалли кун пирӗн пурнăçра çирпленсе пыракан пыракан чăн-чăн уява çаврăна пуçларӗ. Вăл Аслă типпе кӗрес умӗнхи православи йăли пулни çинчен пӗлес текенсем те нумаях мар пек туйăнать çак уявпа саламлакансен хушшинче. Однокласснира та, Контактра та ирех çырусем киле пуçларӗç. Интернетри адерссемпе акаунтсем тăрăх каçару ыйтса çырнă открыткăсемпе...
    779
    0
    0
Реклама