Сувар

Новости за 10 марта 2017

  • 10 марта 2017 - 08:33
    Тутарстанри çынсенче мӗн чухлӗ хӗç-пăшал пур?
    Тутарстансенче хӗç-пăшал сахалах мар иккен, Росгвардин Тутарстанри Управленийӗн лицензи тата ирӗк парассипе ӗçлекен центр пӗлтернӗ тăрăх, учетра пӗтӗмпе 49190 пăшал хуçи, вӗсен аллинче паянхи кун тӗрлӗ йышши 71177 единица хӗç-пăшал. Пăшал вăл авăрламасан та çулталăкра пӗрре перет тенине асра тытсах пуль хӗç-пăшал туянмалли лицензие пăшал упрамалли ятарлă вырăн пулмасан памаççӗ....
  • 10 марта 2017 - 08:02
    Ан çунтар!
    Çуркунне çывхарнă май, пушар тухас тепӗр хăрушлăх ӳсет. Çӗр типсен çынсем тавралăха тасатнă май типнӗ курăка, çӳп-çапа çуртсем, çулсем çывăхӗнче çунтарма тытăнаççӗ, çереме вут чӗртеççӗ. 2015 çулта кӗркунне Раççейре пушара хирӗç режимăн çӗнӗ правилисене йышăннă. Унпа килӗшӳллӗн, типнӗ курăка çунтарма юрамасть. Енчен те çак правилăна пăхăнмасан, административлă явапсăр (250 пин...
  • 10 марта 2017 - 07:59
    Сӗт хакланать, выльăх чакать
    Тутарстан хăй халăхне çителӗклӗ аш-какайпа, сӗт-ту­рăхпа тивӗçтерме тӗллев лартнă. Республика ертӳçисем акă ӗнтӗ миçемӗш çул хуçалăхсенче выльăх-чӗрлӗх шутне чакармалла маррине калаççӗ. Апла пулин те мӗнпур район çак хушăва пурнăçламасть иккен. Çакна ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗ М.Ахметов март уйăхӗн 1-мӗшӗнче ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Тӗрӗссипе, Тутарстанра мăйракаллă шултра...
  • 10 марта 2017 - 07:09
    Курак йăва çавăрсан ăшăтать
    Март уйăхӗнче кунпа çӗр тупăшаççӗ. Хӗвел кунран-кун çӳлелле хăпарса çӗре ăшăтать, юра ирӗлтерме пуçлать. Ваттисем сăнанинчен: Март уйăхӗнче çăвакан юр тикӗс выртсан - пахча çимӗç ăнса пулать. Час-часах тӗтре карсан - çулла çумăрлă килет. Аслати авăтсан та лайăх тухăç пуласса. Кураксем вӗçсе килсен тӳрех йăва çавăрма пуçларӗç-тӗк - ăшăтасса. Март...
  • 10 марта 2017 - 07:00
    Кун хыççăн кун
    Март, 11 Хӗвел: тухать - 6.09, анать - 17.39, кун тăршшӗ - 11.30. Уйăх: тухать - 16.14, анать - 5.48. Раççей наркоконтроль ор­ганӗсен ӗçченӗн кунӗ. Раççейре харпăр хурал агентствисен ӗçченӗсен ку­нӗ. Уйăх календарӗпе - 14-мӗш кун. Хамăрăн йăнăшсене ăнланса илме пулăшакан кун. Март, 12 Хӗвел: тухать - 6.07, анать -...
Реклама