News by date 15 March 2017
-
Академи пикисем пултараççӗ!
Атăл тăрăхӗнчи спорт тата туризм академийӗн студенчӗ, гимнаст, «Тутарстан пики», «Раççей студенчествин чиперкки» титуллă Диляра Ялалтынова «Академи пики» конкурс хатӗрлет. Вăл мартăн 22-мӗшӗнче Хусан хулинче иртет. «Çапла пулса тухрӗ: эпӗ «Тутарстан пики» конкурсăн çӗнтерӳçинчен конкурс йӗркелӳçи пулса тăтăм. Тӗрӗссипе, пӗрре те ӳкӗнместӗп. Ку конкурс пирӗн аслă шкулăн тахçанхи йăли. Кашни...
-
Чăваш халăх поэчӗ хăйӗн сăввисене вулать
Шупашкарти Наци вулавăшӗнче мартăн 13-мӗшӗнче иртнӗ литература уявне чăваш халăх поэчӗ Порфирий Афанасьев 75 çул тултарнине халалланăччӗ. Поэт хăйӗн сăввисене вуласа париччен, пурнăçӗ çинчен те кăштах каласа пачӗ. - Хусанта чухне аэровокзалта Юрий Айташа куртăм, - каласа пачӗ юбиляр хăйӗн çул-йӗрӗ мӗнле майпа Шупашкаралла илсе çитернӗ пирки. - Вăл Шупашкарта...
-
Хусана пуç ватма
Чăваш наци телевиденийӗ спутник урлă кăтартса тăван чӗлхепе хыпар сарма пуçланă пулсан та, тутар телеканалӗсем аудиторине çухатасшăнах мар пулмалла. Республикăра пурăнакан чăвашсене тутарла передачăсене чӗнме пуçларӗç. Тутарсен паллă телеканалӗ Çарăмсан районӗнчи Акрел ялӗн çыннисене питӗ кăмăллать ахăр. Пӗлтӗр çак ялта Çăварни уявӗ мӗнле иртнине илемлӗн кăтартнăччӗ, кăçал çуркунне акрелсене хăйсене...
-
Шупашкар çыравçисем Пурхи Ахвана комплиментсем айне путарчӗç
Чăваш интеллигенцийӗ Наци библиотекин залне йышлăн пуçтарăннăччӗ, Тӗлпулу стандартлă схемăпа иртет тесе шутланăччӗ, анчах кӗтменлӗхсем те пулчӗç. Чăн малтан чăваш халăх поэчӗ Юрий Сементер сăмах каларӗ. Вăл Порфирий Васильевичăн биографине тӗпӗ-йӗрӗпе уçса пачӗ. Николай Григорьев çырнă кӗнеке пулăшни сисӗнчӗ ăна. Ун хыççăн ЧР культура министрӗн çумӗ Вячеслва Оринов П.Афанасьев лайăх...