Сувар

Новости за 24 марта 2017

  • 24 марта 2017 - 10:34
    Ӳстерсе çырсан – штрафлаççӗ
    ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Алексей Фролов «Татар-информ» ИАра иртнӗ пресс-конферецире пӗлтернӗ тăрăх, ÇКХ компанийӗсем пӗтӗм çурт кирлӗлӗхӗшӗн каякан тăкака (ОДН) ӳстерсе çырсан, вӗсен куншăн штраф тӳлеме тивет. Çурт-йӗр инспекцийӗ ОДНа шутламалли йӗркене пăснипе çыхăннă кашни факта тӗпчет. Аса илтеретпӗр, 2017 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре ОДН тӳлевне çӗнӗ...
    701
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 10:23
    Çӗр сехечӗ
    Мартăн 25-мӗшӗнче тӗнчери чи паллă «Çӗр сехечӗ - 2017» экологи акцийӗ пулать. Вăл 20:30 сехетре пуçланса 21:30 сехетчен пырать. Кăçалхи акцин теми этем çутçанталăкшăн яваплă пулни. Унта сăмах çынсем хăйсен тавралăхне мӗнле улăштарни, çакă мӗн патне илсе çитерме пултарасси пирки пырӗ. Темăна кура акцин слоганӗ те уçăмлă: «Хăвна улăштар, планетăна...
    698
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 07:23
    Кулăш
    Кӳршӗ арăмӗ кӳршӗ каччине: - Мӗншӗн халӗ те авланмастăн-ха, Петя? - Хăратăп. - Мӗнрен? - Унччен пӗр хӗрарăм урамра чупса çитрӗ те мана темӗн те пӗр каласа пит-куçа чӗрмелесе пӗтерчӗ, кайран тин: «Каçар, эпӗ сана ман упăшка тесе», - терӗ. * * * Çамрăк каччă чечек лавккине кӗрет те стена...
    637
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 07:17
    Пулас ăру сывлăхне упрамалла
    Чăваш Енри Елчӗк районӗн администраци пуçлăхне, «Единая Россия» парти тӗп канашӗн пайташне Николай Петрович Миллина пирӗн вулакансем аван пӗлеççӗ. Вăл Тутарстан чăвашӗсем епле ӗçлесе пурăннине тимлесех тăрать. «Сувар» хаçата пӗр сиктермесӗр вуласа пырать. Вăл Тутарстанăн пӗрремӗш президенчӗпе Минтимер Шаймиевпа темиçе хутчен те тӗл пулнă. Çаплах Пăва, Теччӗ, Çӗпрел, Камско-Устьински тата...
    762
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 07:10
    Эпир вӗт тăвансем, пӗр халăх
    Мартăн 18-мӗшӗнче çӗршывра Крыма Раççей Федерацийӗн йышне кӗртнине паллă турӗç. Виçӗ çул иртсе кайрӗ унтанпа. Мӗн улшăнчӗ-ха çак хушăра Крым Республикинче? Чи пысăк проектсен шутне Керч проливӗ урлă кӗпер хывма пуçланине кӗртмелле пуль. Ку енӗпе скептиксем нумай, уйрăмах политиксем хушшинче. «Кӗпере халӗ те туса пӗтермен, çулсем мӗнле пулман, çаплипех çук,...
    686
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 07:04
    Кун хыççăн кун
    Март, 25 Хӗвел: тухать - 5.33, анать - 18.07, кун тăршшӗ - 12.34. Уйăх: тухать - 4.38, анать - 14.35. Çӗр сехечӗ (20.30 сехетрен пуçласа 21.30 сехетчен). Раççей культура ӗçченӗн кунӗ. Уйăх календарӗпе - 27-мӗш кун. Унчченхи çитӗнӳсемпе ăнăçсăрлăхсене анализ ту­мал­ли, тупăшпа тăкака тан­лаштарса шухăшламалли кун. Çак кун çуралнă: Элтон...
    600
    0
    0
  • 24 марта 2017 - 06:31
    Чăвашсене чӗнмен е...
    Мартăн 12-23-мӗшӗсем Пăва хулишӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ кунсем пулчӗç. Республикăн кăнтăр-хӗвелтухăçӗнче вырнаçнă хулара пӗрремӗш хут «Идель-Буа-Урал» театр фестивалӗ иртрӗ. Çак тӗллевпе кунта 16 творчество ушкăнӗ килнӗччӗ. Икӗ эрне хушшинче куракансем Коми, Пушкăртстан, Марий Эл, Казахстан, Удмурти, Калмык, Тутарстан республикисен, Ульяновск облаçӗн наци, академи драма театрӗсен постановкисене курса савăнчӗç. Шел, чăваш кураканӗсем...
    723
    0
    0
Реклама