Новости за 25 марта 2017
-
25 марта 2017 - 10:34Шупашкарта "Хастарлăх çăлкуçĕ" конкурса пĕтĕмлетеççĕПетĕр Хусанкай çырнă сăвăсене вулакансен хушшинчи видеоконкурса 5 номинаципе хакларĕç. Йĕркелекенсен хушшинче "Чăваш халăх сайчĕ", "Сувар" хаçат редакцийĕ, Инçет вĕрентÿ центрĕ тата ытти организацисем. Финала тухнă 30 çĕнтерÿçе Чăваш Наци библиотекинче чысларĕç. Пухăннисене ЧР вĕрентÿ министрĕ Юрий Исаев, поэтăн ывăлĕ Атнер Хусанкай, "Сувар" хаçатăн тĕп редакторĕ Константин Малышев саламларĕç. Пурĕ...
-
25 марта 2017 - 05:22Интернет пурнăçран кирлĕрех ахăрКашни çул республикăри нумай çын хăйĕн айăпĕпех çул çинче инкеке лекет, аманать, вилекенсем те пур. Сăлтавĕ - руль умĕнче телефонпа калаçса пыни. Аллăри телефон çыннăн тимлĕхне пĕтерет, çавна кура çул çинчи лару-тăрăва пĕр çеккунт хушшинчех улăштарса хурать. Тĕслĕхрен кăçал февралĕн 2-мĕшĕнче Хусан-Малмыж трассăра 1975 çулхи хĕрарăм ВАЗ машинипе пынă чух...