Сувар

Новости за 29 марта 2017

  • 29 марта 2017 - 10:53
    Лайăх çынна хăтарма сайра йышши юн кирлӗ
    Хусанта тата унăн çывăхӗнче пурăнакан çынсенчен пулăшу ыйтасшăн. Пирӗн юлташ инкеке лекрӗ, РКБ-ра реанимацире выртать, ыран операци тумалла. Донорсен юнне çителӗклӗ пухмасăр врачсем операци тумаççӗ. Çавăнпа та питӗ кирлӗ юн - 4-мӗш группа, отрицательный резус. Кам çавăн пек юн пама пултарать, тархасшăн çыхăнма тăрăшăр пирӗнпе ,89033404125, 89376108785, 89053183366. Парăмра юлмăпăр....
    646
    0
    0
  • 29 марта 2017 - 09:55
    Сӗм авалтанах пулнă япала: халăх мӗнле – çыравçисем çапла
    Мартăн 21-мӗшӗ Пӗтӗмтӗнчери поэзи кунӗ пулнă май Чăваш Республикин профессионал çыравçисен союзӗ пуху ирттернӗ. Унта çӗкленӗ ыйтусен шутӗнче - «чăваш халăх поэчӗ» е «чăваш халăх çыравçи» ята парассине те сӳтсе явнă: кама памалла, мӗнле ӗçсемшӗн тата ытти те. Ку тӗлӗшпе пирӗн редакцие чăваш халăх поэчӗсене халалланă уçă çыру килчӗ. Ăна...
    644
    0
    0
  • 29 марта 2017 - 07:58
    Владимир Агеева «Ура», – тесе кӗтсе илнӗ
    Тӗнчере питӗ нумай ӳкерӳçӗ, анчах та кашни художника «Ура!», - тесе кӗтсе илмеççӗ. Шăп мартăн 24-мӗшӗнче Чăваш патшалăх ӳнер музейӗнче Чăваш Республикин халăх художникне Владимир Агеева çакăн пек хисеп туса кӗтсе илнӗ. 85 çул çитнӗ ятпа вăл хăйӗн ӳкерчӗкӗсен куравне йӗркеленӗ. Халăх художникӗ самай аслă çулсенче пулсан та пӗрре те...
    609
    0
    0
  • 29 марта 2017 - 07:31
    Тăван чӗлхе конкурсӗнчи вырăс номинацийӗнче чăвашсем çӗнтернӗ
    Хусанта мартăн 23-мӗшӗнче иртнӗ тăван чӗлхе вӗрентекенсен конкурсӗнче сакăр чăваш педагогӗ хутшăнни çинчен эпир çырнăччӗ. Вӗсен хушшинче Анат Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернатра чăваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Татаьяна Леонтьева мала тухрӗ, вăл пӗтӗмӗшле баллсемпе конкурсра виççӗмӗш вырăн йышăнчӗ. Чăвашсем - çӗнтерекенсем те пулчӗç. Вырăс чӗлхин номинацийӗнче тата нумайтарах хутшăнакан пулни паллă....
    561
    0
    0
Реклама