Сувар

Новости за 31 марта 2017

  • 31 марта 2017 - 10:17
    50 çултан тупнă
    Мартăн 20-мӗшӗнче ирхине Хусанти Муса Джалиль урамӗнчи пӗр çурт патӗнче çынсен шăм-шаккисене тупнă. Вӗсем камсем пулни те, мӗнле вилни те хальлӗхе паллă мар. Экспертсем пӗлтернӗ тăрăх, шăм-шаксем кунта 50 çултан кая мар выртнă.
    607
    0
    0
  • 31 марта 2017 - 09:31
    Ырантан – апрель
    Апрель - çуркуннен иккӗмӗш уйăхӗ, çутçанталăк вăранать. Çурхи шыв каять. Вăл мартран сивӗ, майран ăшă мар тенӗ ӗлӗк­рен. 1-мӗшӗ - çак кун мӗнле çанталăк, октябрӗн 1-мӗшӗ çапла пулать. 2-мӗшӗ - çумăр çусан кăмпа ăнса пулать. Çак кун пусăри шыв нихçанхинчен сиплӗрех теççӗ. 3-мӗшӗ - аслати авăтсан тухăç аван пулать. Хурăн...
    627
    0
    0
  • 31 марта 2017 - 07:22
    Тухар урама... Çӳп-çап пуçтарма
    Яланхи йăлапа Тутарстанра та апрелӗн 1-мӗшӗнчен санитарипе экологин #ЭКОвесна2017 икӗ уйăхлăхӗ пуçланать. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Министрсен Кабинетӗнче нумай пулмасть иртнӗ брифингра пӗлтернӗ. Çак вăхăтра çутçанталăк сых­лавӗн службисем, профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсем, пред­приятисемпе организацисем, муниципаллă йӗркеленӳсен ӗçтăвкомӗсем вăйлатнă ӗç режимне куçаççӗ. Çапла майпа икӗ уйăхра...
    582
    0
    0
  • 31 марта 2017 - 06:29
    Кун хыççăн кун
    Апрель, 1 Хӗвел: тухать - 5.15, анать - 18.21, кун тăршшӗ - 13.06. Уйăх: тухать - 7.49. Кулăш кунӗ. Халăхсен хушшинчи вӗçен кайăксен кунӗ. Уйăх календарӗпе - 6-мӗш кун. Хуть мӗнле ӗçе те кăмăла пăхса тумалла. Çак кун çуралнă: Владимир Познер (1934), Анатолий Смолин (1957 - 2012). Апрель, 2 Хӗвел:...
    514
    0
    0
  • 31 марта 2017 - 06:26
    Хавхаланусăр ӗç тухмасть
    Мартăн 28-мӗшӗнче Елабугăра ТР Çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министерствин «Тутарстан Республикинчи студент спорчӗн аталанăвӗ» темăпа анлă ларăвӗ иртнӗ. Ку отраслӗн аталанăвӗ респуб­ликăшăн пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине кура пухăннисем паянхи студент спорчӗн лару-тăрăвӗпе çыхăннă йывăрлăхӗсем çинчен калаçнă, сферăна лайăхлатас енӗпе сӗнӳсем панă. «Паянхи кун республикăри аслă тата ятарлă вăтам шкулсенче 200 пине...
    621
    0
    0
  • 31 марта 2017 - 06:14
    Сабантуй кунӗсем паллă
    ТР президенчӗ Рустам Минниханов алă пуснă Указпа килӗшӳллӗн, кăçалхи Сабантуй уявӗсем ялсемпе район центрӗсенче июлӗн 1-2-мӗшӗсенче, Çырчаллинче - июлӗн 8-мӗшӗнче, Хусанта - июлӗн 15-мӗшӗнче иртӗç. ТР Министрсен Кабинечӗпе вырăнти хăйтытăмлăх органӗсене уявсене палăртнă кунсенче ирттерме хушу панă. Йӗркелӳ ӗçӗсене обществăлла пӗрлешӳсене, предприятисемпе организацисене хутшăнма ыйтнă, пӗлтерет ТР Культура министерствин сайчӗ.
    636
    0
    0
Реклама