Сувар

Новости за 2 апреля 2017

  • 2 апреля 2017 - 08:41
    Витререн те куç хĕсеççĕ çăлтăрсем
    Ака уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Ганс Христиан Андерсен çуралнă кунĕ, Пĕтĕм тĕнчери ача-пăча кĕнекин кунне паллă тăваççĕ. Шкулсемпе библиотекăсенче хаваслă тĕлпулусемпе литература уявĕсем, конкурссемпе кĕнеке куравĕсем иртеççĕ. Пĕчĕк вулакансем çыравçăсемпе паллашма, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пама пултараççĕ. Вулама юратакансемшĕн чăн-чăн уяв ку! Ăна палăртма Ача-пăча кĕнекин Пĕтĕм тĕнчери канашĕ 1967 çулта йышăннă. Кăçал...
    1016
    0
    0
  • 2 апреля 2017 - 08:12
    Пăвара экскурсире
    Нумаях пулмасть эпир, Пÿркел вăтам шкулĕнчи «Тахарьял тахамĕ»тавра пĕлу кружокĕн ачисем,Пăвари таврапĕлÿ музейĕнче экскурире пултăмăр.Музейра эпир нумай кăсăк япаласем куртăмăр,уйрăмах пире археологи уйрăмĕнчи экспонатсем тĕлĕнтерчĕç. Çав кунах эпир Пăвари ÿнер шкулĕнче те пултăмăр.Унта пире çак шкулăн вĕрентекенĕ Ярхунов П.В.кĕтсе илчĕ.Вăл пире хăй ертсе пыракан кружокăн ачисем тăмран ăсталанă япаласемпе паллаштарчĕ.Ÿнер...
    851
    0
    0
  • 2 апреля 2017 - 06:31
    Тӗнче Евгенй Евтушенкопа сывпуллашать
    Апрелӗн 1-мӗшӗнче Америкăри Талса хулинчи пульницара рак чирӗнчен паллă вырăс поэчӗ, 85-пе пыракан Евгений Евтушенко вилсе кайнă. Евгений Александрович Евтушенко 1932 çулхи июлӗн 18-мӗшӗнче Çӗпӗрте çуралнă. Вăл ачаранах сăвă çырма тытăнать. Мускаври Горький ячӗллӗ Литература институтӗнче вӗреннӗ вăхăтра «тӗрӗс мар» калаçусемшӗн ăна кăларса яраççӗ. 1952 çулта ăна СССР Писательсен союзне...
    1006
    0
    0
Реклама