Сувар

Новости за 3 апреля 2017

  • 3 апреля 2017 - 11:52
    «Уява» чысларӗç
    Мартăн 30-мĕшĕнче Пăва хулин Культура керменĕнче районти «Уяв» чăваш ансамблӗн пултарулăх каçĕ пулчĕ. Халăха пилӗк çул юрă-ташăпа савăнтаракан ушкăна ТР Культура министерстви «халăх ансамблӗ» ят парса чысларĕ. Уява Кивӗ Мертлӗ ял клубĕ çумӗнчи «Илем» ача-пăча ушкăнӗ (ертÿçи Н.Ракова) илем кӳчӗ. Пĕчĕк артистсен юрри-ташши кăмăла кайнипе куракансем вӗсене сцена çине тепĕр...
    705
    0
    0
  • 3 апреля 2017 - 10:06
    Кипеккассинче пуху пулать
    Апрелĕн 8-мĕшĕнче Пăва районӗнчи Кипеккасси ялӗнчи Культура çуртӗнче районти Чăваш наципе культура центрӗн отчетпа суйлав пухăвӗ пулать. Районти ЧНКЦ пайташĕсене, ял хутлăхӗсен пуçлăхĕсене, чăвашлăха юратакансене килме йыхравлатпăр. Пуху ирхине 11 сехетре пуçланать.
    679
    0
    0
  • 3 апреля 2017 - 09:44
    Пӳркелӗнче «Дуняша style» ушкăн
    Апрелӗн 1-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Пÿркел ял клубне Шупашкартан «Дуняша» юрăпа ташă ушкăнӗ концертпа килчӗ. Ушкăн солистки хамăр ентеш, Пÿркел хĕрӗ Наталья Дмитриева пулни вара тата савăнтарчӗ. Вăл тăватă çул каялла Шупашкарта Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухсанах «Дуняша» ушкăнра (ăна малтан Августина Уляндина ертсе пынă) юрлама пуçланă. - Ушкăнра вырăссем...
    844
    0
    0
  • 3 апреля 2017 - 08:06
    Каллех янрать салтак юрри
    Ку çул Татарстанран çар службине тăватă пине яхăн каччă каять. Вӗсене 19 пин çынран суйласа илӗç . Яланхи пекех, çурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. Республикăн çар комиссарӗ Сергей Погодин сăмахӗсем тăрăх,пирӗн каччăсем тӗпрен илсен, тип çӗр çарӗсен шутне ӳстерӗç. Пурӗ вара çурхи призывран 41,7 проценчӗ тип çӗр...
    762
    0
    0
  • 3 апреля 2017 - 06:03
    Эрнелӗх гороскоп 03.04 - 09.04
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере чи малтан сывлăх пирки шутламалла, иммунитет çукпа пӗрех. Çав хушăрах эрне пуçламăшӗнчех çӗнӗ идейăсем çуралаççӗ, ӗçлес вăй-хала çӗнӗ проектсенче тӗрӗслес килӗ. Хăш-пӗрин шалти сисӗм вăйланӗ, пулассине курма та пуçлӗç. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта иртнӗ пурнăçри «мӗлкесем» канăçсăрлантарма пуçлаççӗ: темиçе уйăх е çул...
    752
    0
    0
Реклама