Сувар

Новости за 11 апреля 2017

  • 11 апреля 2017 - 11:13
    Социаллă ипотекăпа кăçал 33-мӗш çурт хута кайрӗ
    Хусан çывăхӗнчи Бирюлири зверосовхоз поселокӗнче социаллă ипотека программипе нумай хваттерлӗ çурт апрелӗн 5-мӗшӗнче пӗрремӗш кил хуçисене йышăннă. Ентешӗсене саламлама Çӳльту районӗн пуçлăхӗ Рустам Калимуллин, ТР Патшалăх çурт-йӗр фончӗн ӗç тăвакан директорӗн çумӗ Булат Гилманов килсе çитнӗ. Социаллă ипотека программи Тутарстанра 2005 çултанпа ӗçлет. Унăн тӗп спонсорӗ - ТР Президенчӗ çумӗнчи...
    628
    0
    0
  • 11 апреля 2017 - 11:07
    Çутçанталăка хамăр пăсатпăр
    2017 çулăн апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа республикăра санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ пуçланчӗ. Кун çинчен ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министрӗ Фарид Абдулганиев ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура пӗлтернӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та пӗтӗм муниципаллă районсемпе видеоконференци ирттернӗ. Унта экологи министрӗ Ф. Абдулганиев санитарипе экологи икӗ уйăхлăхӗ апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа...
    719
    0
    0
  • 11 апреля 2017 - 09:39
    Раççей хăйӗн поэчӗпе сывпуллашать
    Паян Мускав хулинче Евгений Евтушенкăпа сывпуллашаççӗ. Церемони хулари литераторсен çуртӗнче иртет. Поэт тупăкне Пысăк зал сценин варрине вырнаçтарнă, - тесе пӗлтерет ТАСС. Аса илтеретпӗр, Евтушенко апрелӗн 1-мӗшӗнче 84 çулта Америкăра вилсе кайнă. Ывăлӗ Евгений Евтушенко-кӗçӗннин сăмахӗсем тăрăх, ашшӗ юлашки çулсенче рак чирӗпе асапланнă. Граждан панихиди 11 сехетре пуçланнă. Ертсе пыраканӗ...
    654
    0
    0
  • 11 апреля 2017 - 09:24
    Çӗнӗ Шуçăм районӗнче Ассамблея уйрăмӗ пур
    Çӗнӗ Шуçăм районӗнче Тутарстан халăхсен Ассамблеин представительстви йӗркеленсе кайнăранпа нумай та вăхăт иртмерӗ, организаци тӗрлӗрен мероприятисем те йӗркелеме пуçларӗ. Апрелӗн 7-мӗшӗнче иртнӗ «Эпир пӗрле» фестиваль районти çӗршер ачана пӗрле пухрӗ. Вӗсем тӗрлӗ халăхсен тумӗсемпе, юрри-ташшипе, апат-çимӗçӗпе паллашма пултарчӗç. Апрелӗн 8-мӗшӗнче çӗнӗшуçăмсем тоталлă диктанта хутшăнчӗç. Тепӗр кунне райцентрти Туслăх çуртӗнче армян...
    735
    0
    0
  • 11 апреля 2017 - 08:39
    Пулăсем вилсе пӗтеççӗ
    Ешӗлвар районӗнчи Атăл урлă каçакан кӗпер çывăхӗнчи Займище ялӗн таврашӗнче вилнӗ пулăсене асăрханă. Ку пӗлтерӳ экологсем патне ӗнер çитнӗ. Ӗçӗ тӗпчеме вӗсем оперативлă группа янă. Вӗсен ушкăнӗнче ТР экологипе çутçанталăк ресурсӗсен министерствин, ТР Росприроднадзор управленийӗн тата Тутарстан Рыбнадзорӗн ӗçченӗсем пулнă. Вырăна çитнӗ экспертсен, активистсемпе журналистсен çутçанталăк инкекне курма тивнӗ. Çыран...
    593
    0
    0
  • 11 апреля 2017 - 08:11
    Отчетпа суйлав Конференцийӗсен формачӗ улшăнса пырать
    Тутарстанри халăхсен III съезчӗ çывхарнă май, апрелӗн 7-мӗшӗнче Теччӗри Чăваш наципе культура центрӗ отчетпа суйлав Конференцийӗ ирттерчӗ. Вăл творчествăлла отчет форматӗнче иртнӗрен пухăва питӗ нумай çын килнӗччӗ. Хаклă хăнасене районти культура çурчӗ умӗнчех чăвашла тумланнă пикесем çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗç, фойере ал-ӗç куравӗ, апат-çимӗç сăйлавӗ кӗтрӗ вӗсене. Атăлтан тытнă пуллăн ассортименчӗ...
    604
    0
    0
Реклама