Сувар

Новости за 19 апреля 2017

  • 19 апреля 2017 - 12:59
    Çеçпӗл усал-тĕселтен сыхлать
    Календарĕн пӗр кун та уявсăр иртмест. Паян та апрелӗн 19-мӗшӗнче тӗрлӗ çӗршывсенче çурхи уява паллă тăваççӗ. Уяв ячӗ вара - çеçпӗл кунӗ. Ăна Англи çӗршывӗнче 1984 çулта палăртнă. Анчах та каласа хăвармалла, кашни çӗршывра çанталăк расна, çавна кура çеçпӗлсем январь уйăхӗнчен пуçласа май уйăхӗччен тухма пултараççӗ. Великобританинче чечек шăп апрель...
    650
    0
    0
  • 19 апреля 2017 - 09:43
    Халăха чапа кăларнă ентеш
    «Халăхпа партин яваплă заданине икӗ хутчен пурнăçланипе мăнаçланатăп. «Восток-3» караппа вӗçнӗ хыççăн географие лайăх пӗлменнисем те Атăл хӗрринче, Совет Союзӗн туслă пысăк çемйинче, Чăваш Автономилле республика пуррине пӗлчӗç. Çакăншăн эпӗ питӗ савăнатăп. Паллах, кунта манăн хамăн кăна мар, халăхăн тӳпи пысăккине те туятăп». Çапла каланă Совет Союзӗн виççӗмӗш космонавчӗ Андриян...
    669
    0
    0
  • 19 апреля 2017 - 09:24
    Теччӗрен салтака 30 никрут кайӗ
    Теччӗ хулинче çар хӗсметне каякан салтаксене халалласа пысăк мероприяти иртни çинчен пӗлтерет вырăнти хаçатăн сайчӗ. Салтака каякансен кăмăлӗсене çӗклеме Теччӗ муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Рамис Сафиуллов та тухса калаçнă: «Ăçта çитсен те хăвăрăн килӗрпе тăванăрсене ан манăр, Теччӗ районӗн ятне те ан ярăр!», - янранă çак кун пуçлăх сăмахӗсем. Пурӗ çурхи...
    545
    0
    0
  • 19 апреля 2017 - 09:09
    Çырчаллинче пулăç çухалнă
    Апрелӗн 18-мӗшӗнче Çырчаллинче пулăç çухалнă, - тесе пӗлтерет Татар-информ. Çав кун васкавлă службăн 112 номерне çын çухални пирки хыпар çитнӗ. Пӗлтерекенӗ каланă тăрăх, 63-ри арçын ир ирех Камана пулă тытма кайсан таврăнман. Машинăна вара Çыран хӗрринчи вырăнта тупнă. Арçын «Лукойл» тесе çырни комбинезонпа, кăвакпа-хӗрлӗ курткăпа пулни паллă. Çумӗнче пулăç хатӗрӗсем...
    593
    0
    0
  • 19 апреля 2017 - 07:50
    Çӗпрелӗнче Владимир Нагорнов куравӗ уçăлать
    Апрелӗн 21-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Ачасен искусство шкулӗнче паллă скульпторпа Владимир Нагорновпа тӗлпулу иртет. Мероприяти 16:00 сехетре пуçланать. Аса илтеретпӗр, Владимир Порфирьевич Нагорнов паллă скульптор. Унăн ӗçӗсене пӗтӗм чăваш çынни пӗлет тесе шутлатпăр. В. Нагорнов Ульяновск облаçӗнче Чăнлă районӗнчи Пухтел ялӗнче 1956 çулта çуралнă. Ачаранах живопись тата скульптура енне туртăннă. Çитӗнсен...
    601
    0
    0
Реклама