Новости за 22 апреля 2017
-
22 апреля 2017 - 09:40Çӗпрелсем Нагорнов скульптор ӗçӗсемпе паллашаççӗВладимир Порфирьевич Нагорновăн амăшӗ Çӗпрел районӗнчи Хулаçырминчен, çавăнпа та скульпторăн 60 çуллăхне халалланă пысăк курав Шупашкарпа Чӗмпӗрте пулнă хыççăн Кивӗ çӗпрелӗнче уçăлчӗ. Автор хăйӗн ӗçӗсемпе проекчӗсене Хусанпа Чулхулара та кăтартма палăртать. Çакăн çинчен Владимимр Порфирьевич курава уçас умӗн каларӗ. Вăл Çӗпрел районне Пушкин барельефне, Петр Дементьевăн гипсран тунă 2 бюстне...
-
22 апреля 2017 - 09:39ЧНКА команди пӗрремӗш вăйă ирттеретТутарстан халăхӗсен съезчӗ иртнине халалласа Хусанта нумай пулмасть йӗркеленнӗ «ЧНКА» футбол команди паян пӗрремӗш вăйă ирттерет. Тутарстанри чăваш наципе культура автономийӗ пулăшнипе йӗркеленнӗ футбол командин ятне те çамрăксем «ЧНКА» тесе парас терӗç. Хальхи вăхăтра Хусанти любительсен лигинче выляма ятарлă форма çӗлеттереççӗ. Чăваш çамрăкӗсем «Динамо» стадионра (М.Горький урамӗ, 11а çурт) «Лидер»...
-
22 апреля 2017 - 09:22Владимир Путин ТР Халăхсен съездне телеграмма янăСаламлă телеграммăра çак пухăва республикăшăн кăна мар, Раççейшӗн те пысăк пӗлтерӗшлӗ тесе палăртнă. «Тутарстан хăйӗн авалхи историйӗпе мăнаçланать, республикăра пурăнакан халăхсен культурине, йăлисене упрать», - тенӗ телеграммăра. Владимир Путин палăртнă тăрăх, патшалăх кашни халăхăн хăйтӗллӗнлӗхӗ упранса юлтăр, нацисем, тӗнсем хушшинчи тăнăçлăх пултăр тесе тăрăшать. Çавăнпа та наци чӗлхисене, шкулӗсене, культура...
-
22 апреля 2017 - 08:57ТР Халăхсен III съезчӗ уçăлчӗХусанти «Корстон» центрта паян ТР Халăхсен III съезчӗ уçăлчӗ. Унăн ӗçне 730 делегат хутшăнать. Çавăн пекех Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов, Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин, ТР Патшалăх канашçи Минтимер Шаймиев, Раççей халăхсен Ассамблеин председателӗ Светлана Смирнова, РФ ЧНКА ертӳçин тивӗçӗсене пурнăçлакан Раççей патшалăх Думин депутачӗ Леонид Черкесов тата ыттисем хутшăнчӗç....
-
22 апреля 2017 - 08:47Фарид Мухаметшин: «Влаçрисем халăхсене мӗн пăшăрхантарнине илтесшӗн»Ӗнер Тутарстан халăхӗсен III cъезчӗн йӗркелӳ комитечӗн пуçлăхӗ, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин «Татмедиа» агентствора журналистсемпе тӗл пулчӗ. Унта вăл Халăхсен съезчӗ çынсемпе ӗçлемелли формăсенчен пӗри тесе пӗлтерчӗ. Парламент пуçлăхӗ Тутарстан халăхӗсен 1-мӗш съезчӗ 1992 çулта, иккӗмӗшӗ вара 2007 çулта иртни çинчен аса илтерчӗ. «Çав съездсенче хутшăннă халăхсен кăмăлӗсене...
-
22 апреля 2017 - 07:27Пӗчӗк çăлтăрИртнӗ эрнере Хусанти «УНИКС» концерт залӗнче Республикăри эстрада искусствисен XVII «Созвездие-Йолдызлык» çамрăксен фестивалӗн «Хореографи», «Конферанс», «Вокал ансамблӗсем», «Вокал-соло» номинацисен çӗнтерӳçисене палăртрӗç. Юлашки номинацире Хусанта пурăнакан 7 çулти чăваш хӗр ачи Милена Максимова кӗçӗннисен 1-мӗш ушкăнӗнче I вырăн çӗнсе илчӗ. Кунсăр пуçне вăл çӗршыври чи паллă музыкăпа пултарулăх конкурсӗсен çӗнтерӳçи те....
-
22 апреля 2017 - 06:39КулăшЧӳречерен урамалла пăхса тăракан упăшки сасартăк кăшкăрса ярать: - Кӗтерук, пăх-ха, ав, урампа кӳршӗ Ваççа юратакан хӗрарăм иртсе пырать! Арăмӗ чӳрече патне ыткăнать: - Ăçта? - Авă, чечеклӗ кӗпелли, подъезд умне çитрӗ! - Ухмах! Арăмӗ вӗт вăл! - Эпӗ мӗн тесе каларăм вара? * * * - Роза Матвеевна, эсир...