Сувар

Новости за 24 апреля 2017

  • 24 апреля 2017 - 10:27
    «Созвездие-Йолдызлыкра» – пирӗннисем
    Апрелӗн 22-мӗшӗнче Хусанта «Созвездие-Йолдызлык» - 2017 Гала-концерчӗ иртрӗ. Мероприяти яланхи пекех кăçал та Пирамидăра пулчӗ. Палăртма питӗ кăмăллă, конкурсантсем хушшинче чăвашсем те пурччӗ - Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упи ялӗн «Туслăх» ачасен ансамблӗ. Аса илтеретпӗр, вăл зонари тапхăрта 1-мӗш вырăн йышăнчӗ. Халь вара (финалта) «Вокал ансамблӗ» номинацинче 3-мӗш вырăна тивӗçрӗç. Маттурсем!
  • 24 апреля 2017 - 09:17
    Чăваш Киштекӗ концерт ирттернӗ
    Апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче ял клубĕнче пултарулăхпа отчет концертчӗ иртрĕ. Çав кун Пĕтĕм тĕнчери Çĕр кунĕ те пулнине палăртса сăвăсем каларĕç. Концерта кĕçĕн класран пуçласа вĕрентекенсем таранах хутшăнчĕç. Таккавар ялĕнчи фольклор ушкăнне çӳрекенсем илемлĕ чăваш тумĕ, хушпу-тухья тăхăнса карталанса вăйă каларĕç. Пĕрремĕш класра вĕренекен Милана Тапоркина вара анне çинчен хывнă юрра...
  • 24 апреля 2017 - 06:41
    Эрнелӗх гороскоп 24.04 – 30.04
    ТАКА 21.III - 20.IV Пурнăçри çитес улшăнусене кӗтсе илме хатӗрленмелле, унсăрăн вăйлă хумханăва, туйăмсене пула депрессие кайма та пултаратăр. Эрне варринче çул çинче асăрхануллă пулăр. Енчен те епле те пулин талант пур-тăк, сирӗн тавра савăнакансем вырăнне ăмсанакансем пуçтарăнӗç. Асăрхануллăрах пулăр. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çак тапхăрта ытларах пӗччен пулма тăрăшăр....
Реклама