Сувар

Новости за 25 апреля 2017

  • 25 апреля 2017 - 16:28
    Ӗç Паттăрӗ Минтимер Шаймиев
    Патшалăх тата халăх умӗнче тунă тава тивӗçлӗ ӗçсемшӗн Раççей Федерацийӗн Ӗç Паттăрӗ ята Тутарстанăн экс-президентне Минтимер Шаймиева пама йышăннă. Çакăн çинчен калакан Указа Владимир Путин паян, Чăваш чӗлхин кунӗнче алă пусни символла пӗлтерӗшлӗ. Тутарстан Патшалăх канашçипе пӗрле çак хисеплӗ ята «Современник» театрăн илемлӗх ертӳçине Галина Волчека, «Севмаш» заводăн слесарь-монтажникне Алексей...
    632
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 14:47
    Пӳркелӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс иртӗ
    Апрелӗн 28-мӗшӗнче 12.00 сехетре Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Культура керменӗнче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» юрăсен конкурсӗ пулать. Унта ытларах шкулта вӗренекенсем хутшăнаççӗ. Çак конкурса Элшелӗнчи вăтам шкул директорӗ пулнă Владимир Афанасьев пуçарăвӗпе 2005 çултанпа ирттерме тытăннă. Иртнӗ çул «Тăхăрьял шăпчăкӗ» Элшелӗнче пулнă, вăл конкурса Пӳркел хӗрӗ Инна Хлынова çӗнтtрнипе кăçал конкурсантсене пӳркелсем...
    748
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 14:24
    И.Я.Яковлев тăван çӗрӗнче савăнăçлă митинг иртрӗ
    Чăваш чӗлхи кунӗ çывхарнă май чăваш интелигенчӗсем Кăнна Кушкине килсе патриарх çуралнă вырăна чечек çыххисем хурас йăла пур. Кăçал та ăна пăсас темерӗç пулас шупашкарсем. Апрелӗн 24-мӗшӗнче Сӗнтӗрвăрри районӗн ентешлӗхӗпе пӗрле Чăваш наци конгресӗн ӗçченӗсем, ЧР Культура министерствин специалисчӗсем, журналистсем, çыравçăсем, икӗ сехете кая юлса пулин те, килсе çитрӗç. Вӗсене...
    580
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 14:12
    Юн кун çӳп-çап пуçтарсан диплом параççӗ
    Апрелӗн 26-мӗшӗнче экологин икӗ уйăхлăхне кура Хусанта Кировпа Мускав районӗсенче средник иртет тесе пӗлтерет районсенчи администрацин хыпар уйрăмӗ. Ӗç ирхине 9 сехетре пуçланать. Малтан Хусан çыннисем Декабристовпа Восстани урамӗсен хӗресленӗвӗнчи сквера çӳп-çапран тасатаççӗ. Вăл ӗçӗ пурнăçлама тӗрлӗ организацисенче ӗçлекенсем тухаççӗ. Вӗсен шутӗнче хулари 1-номерлӗ ачасен больниципе поликлиникинче тăрăшакансем те. 10...
    607
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 12:21
    Чăвашсем РФ çамрăксен сборнăйĕнче
    «Рубинăн» çамрăксен футбол командинче хӗрринчи защитника Дмитрий Губанова Раççейри çамрăксен сборнăйне чӗннӗ. 1999 çулхи ачан Словаки çӗршывӗнче апрелӗн 22-28-мӗшӗсенче иртекен пӗтӗм тӗнчери Slovakia Cup турнирне хутшăнма май лекнӗ. Футболист чăваш ачи пулни те питӗ кăмăллă. Унăн аслашшĕ Теччĕ районĕнчи Кушкуйран, асламăшĕ Çĕньялтан. Ăмăртура Раççей сборнăйӗ «А» ушкăнра вылять. Унăн тупăшаканӗсем...
    617
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 08:37
    Мĕнпур чăваша паянхи уявпа саламлатпăр!
    Паян апрелӗн 25-мӗшӗнче пысăк уяв - Чăваш чӗлхи кунӗ. Çавна кура Шупашкар хулинчи Наци библиотекинче Чăваш кӗнекин фестивалӗ иртет. Мероприяти тӗрлӗ пайсенчен тăнине палăртса хăвармалла. Чи малтан уява Чăваш Республикинчи «Литературăллă Чăваш Ен: çулталăкри чи нумай вуланакан кӗнеке - 2016» конкурсăн çӗнтерӳçисене чысланинчен пуçлӗç. Кайран вара тӗрлӗ енлĕ хыпар пайӗ...
    630
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 07:15
    Чăвашсем Рубин командине пулăшĕç
    Апрелĕн 26-мĕшĕнче (юнкун)19:30 сехетре «Казань-Арена» стадионĕнче Рубин - Терек командăсем хушшинче футбол матчĕ иртет. Чăваш наципе культура автономийĕн пуçарăвĕпе унта ятарласа "чăваш секторне" те йĕркелеме палăртнă. Матча кайма билетсем Тутарстан халăхĕсен туслăх çуртĕнче (Павлюхина урамĕ, 47-мĕш çурт, 314-мĕш кабинет), "Сувар" хаçат редакцийĕнче (Декабристсен урамĕ, 2-мĕш çурт) илме пулать. 5183375
    598
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 07:05
    Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне Георгий хăйăвĕ
    Çак кунсенче Хусанти Бауман урамĕнче кашни çул иртекен «Георгиевская ленточка» акци пуçланнă. Камăн çĕнтерÿ хăйăвĕ илме кăмăлĕсем пур, çавсене волонтерсем тÿлевсĕрех парнелеççĕ. Паллах, ку акци Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче çынсем мĕнле асап тÿснисене асра тытмаллине, пирĕн тăнăçлă пурнăçшăн мăнасаттесемпе мăнасаннесене тав тумаллине аса илтерет. Çак акци Раççейĕн 85 регионĕсенче пĕр...
    639
    0
    0
  • 25 апреля 2017 - 06:40
    Çуркунне пике суйламалли вăхăт
    Апрелӗн 26-мӗшӗнче Тутарстан Республикин Павлă тăрăхĕнче район шайӗнчи мероприяти пулать - Чăваш пики - 2017. Конкурс Потапово-Тăмпăрлă культура çуртӗнче иртӗ. Павлă районĕнчи «Чăваш пики» титулӗшӗн вара Потапово-Тăмпăрлă, Усăллă, Васькино-Туйраллă ялсенчи хӗрсем кӗрешĕç. Конкурса курма 16:00 сехетре тӳлевсӗр кӗме пулать.
    692
    0
    0
Реклама