Сувар

Новости за 3 мая 2017

  • 3 мая 2017 - 14:02
    Салтак çырнă виçкӗтеслӗ çырусем
    Аслă Çӗнтерӳ уявӗ çывхарнă май Тутарстанри архивсен ӗçченӗсем пысăк курав валли фронтри çырусене пухса хатӗрленӗ. Вăрçăран çырнă çырусем хӗвелпе куççульсенчен тӗссӗрленнӗ пулсан та вӗсем паттăрлăха кăтартакан паха хутсем пек хисепленеççӗ. Çырусене кăранташпа та чернилпа та хут, открытка, çар хучӗсем çинче çыркаланă. Вӗсене тăванӗсене, юлташӗсене, пӗрле ӗçленӗ çынсене, влаçрисене, хаçат редакцийӗсене...
  • 3 мая 2017 - 12:53
    Кремльти Çӗнтерӳ кунӗ
    «Хусан Кремлӗ» музей-заповедникра Çӗнтерӳ кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртӗç. Уява палăртма Кремльте май уйăхӗн 7-мӗшӗнчех флешмобран пуçлӗç. «Кул Шариф» мечӗт çумӗнче «Майăн 9-мӗшӗ» тесе пысăк сас паллисемпе «çырӗç». Унсăр пуçне майăн 9-мӗшӗнче хусансемпе хăнасем интереслӗ квестра та хутшăнма пултарӗç. Унăн маршручӗ Кремль тăрăшшӗпех иртӗ. Асра хăварма фото ӳкеренме те пулӗ....
  • 3 мая 2017 - 11:55
    Вăрмана кӗнӗ чух шăрпăксăр кӗр
    Тутарстанра паянхи кун 3-мӗш класслă пушар хăрушлăхӗ (чи хăрушши 5-мӗш шутланать) тăрать. Хальлӗхе вăрмансенчи пушарсене хирӗç кӗрешекенсен шучӗ 708 çын. Патрульте кунӗн-çӗрӗн çӳрекен ушкăнсем те йӗркеленӗ. Пурӗ вӗсем 150. Кунне палăртнă маршрутсем тăрăх 200 яхăн патрулировани иртет. Унсăр пуçне, техникăпа пушарпа хими станцийӗсем те хатӗрте тăраççӗ. Мӗн пур хыпар регионри...
  • 3 мая 2017 - 11:16
    Çӗпрелсем Çӗнтерӳ кунне уявлама пуçлаççӗ
    Паян май уйăхӗн 3-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнче çăмăл атлетика эстафети «Вперед к Победе» иртет. Ăмăртăва Çӗнтерӳ кунне 72 çул çитнине халалласа ирттереççӗ. Вăл 16:00 сехетре тытăнать.
  • 3 мая 2017 - 09:51
    «ТАТМЕДИА» АО телевизор парать
    Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...
  • 3 мая 2017 - 07:52
    Тӗлӗксене ăнлантарса пани
    Пирӗн мăн асаттесемпе асаннесем те тӗлӗк пӗлтерӗшнӗ пӗлме тăрăшнă. Чăвашсем ытти халăхсем пекех тӗлӗк пурнăçра малалла мӗн пулассине кăтаратть тесе шутланă. Тӗлӗк çыннăн шăпипе тата турă çырнипе тачă çыхăннине ӗненнӗ. Тури чăваш язычникӗсем ăна çапла ăнлантарса панă: «Çын çывăрнă вăхăтра унăн чунӗ ӳтӗнчен тухса тӗнче тăрăх ирӗклӗ çӳрет. Этем чунӗ...
  • 3 мая 2017 - 07:37
    Ял çамрăкӗсен форумӗ
    Май уйăхӗнче Хусанта «Çамрăксем, Ял. АПК» Халăхсем хушшинчи ял çамрăкӗсен форумӗ иртет. Форум май уйăхӗн 11-мӗшӗнче кӗçнерникун ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министерствинче (Çӗр ӗçченӗсен керменӗнче, Федосеевская урамӗ, 36 çурт) уçăлать. Пуху 15:00 сехетре пуçланӗ. Хисеплӗ хăнасем хушшинче ТР ял хуçалăх тата апат-çимӗç министрӗ М.Г. Ахметов, ТР çамрăксен ӗçӗсен тата...
  • 3 мая 2017 - 06:02
    Пенсири интереслӗ пурнăç
    Эпӗ ялан тӗнче курса çӳреме ӗмӗтленеттӗм. Анчах та кашнинчех мӗнле те пулин чăрмав сиксе тухатчӗ: малтан юратнă ӗç, кайран ачасем пӗчӗккӗ - ӳссе çитчӗр-ха, укçа-тенкӗ çителӗклӗ мар тата ытти те. Халӗ ӗнтӗ вара эпӗ - пенсионерка. Ӗмӗтленнӗ шухăша тинех пурнăçларăм. Эсир манран çапла ыйтма пултаратăр: «Мӗнле? Пирӗн пӗчӗк пенсипе ăçта...
Реклама