Сувар

Новости за 11 мая 2017

  • 11 мая 2017 - 15:44
    Пирӗн пӗчӗк принцессăсем
    Республикăра йăлана кӗнӗ çулленхи «Тутарстанăн пӗчӗк принцессисем» ача-пăча ыркӑмӑллӑхпа пултарулăх фестивалӗ пуҫланчӗ. Унӑн тӗллевӗ - ҫутҫанталӑка упрама ырӑ ӗҫсем тăвасси, ватӑ ҫынсемпе ачасене пулӑшасси. Жюри ачасене сӑн-пит енчен мар, пултарулӑхпа социаллӑ проекчӗсене кура хакланине уйрăммăн палăртмалла. Фестивальте ҫӗнтернисенчен пӗчӗк принцессăсен ушкӑнӗ йӗркелленет иккен. Вӗсем вара ҫулталăкӗпех республикӑри социаллӑ мероприятисемпе ыркӑмӑллӑх...
    652
    0
    0
  • 11 мая 2017 - 08:03
    Кăштах кулăш
    - Эс арăмупа мӗнле паллашрăн? - Трамвай чарăнăвӗнче ним васкамасăр бутылка çăварӗнчен сăра ӗçсе ларатăп çапла...Унччен те пулмасть - çӳçӗ-пуçӗ тусса кайнă, урса кайнă хӗрарăм чупса пычӗ те: «Мӗн туса ларатăн кунта?! ЗАГС 30 минутран хупăнать вӗт!» - терӗ... *** Пӗр пушарник вут-çулăмран чылай михӗ укçа йăтса тухса хăйне чăн-чăн...
    510
    0
    0
  • 11 мая 2017 - 06:44
    Дементьева халалланă уяв
    Икĕ хутчен Социализмла Ĕç Геройĕ, генерал-полковник, СССР авиаци промышленноçĕн министрĕ пулнă Петр Васильевич Дементьев Тутарстанра çуралнă чи паллă чăвашсенчен пĕри. Вăл çуралнăранпа 110 çул çитнӗ ятпа май уйăхӗн 11-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнче уяв мероприятийĕсем иртеççĕ. Унта ТР Президенчĕ Р.Н.Минниханов та хутшăнма палăртнă. 10.20 сехетре Çĕнĕ Упире П.В.Дементьев ячӗллӗ музей уçăлать. Малалла...
    649
    0
    0
Реклама