Новости за 12 мая 2017
-
12 мая 2017 - 11:41Çӗнтерӳ кунӗ – Çӗнӗ ЙӗлмелӗнчеАслă Çӗнтерӗве 72 çул çитнине халалланă уява Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Йӗлмел шкулӗнче те лайăх ирттерчӗç. Ăна шкулта вырăс чӗлхипе физика предмечӗсене вӗрентекен Екатерина Романовăпа Реис Гафуров ертсе пычӗç. Мероприятиӗн тӗп хăнисем Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсем, тыл ӗçченӗсем тата Афганистан, Чечня вăрçисен ветеранӗсем пулчӗç. Пухăннисене Çӗнтерӳ кунӗпе Çӗпрел район пуçлăхӗ...
-
12 мая 2017 - 11:01Банксенчен шар курнисене пулăшӗçРеспубликăра банксенчен шар курнă çынсене пулăшма закон проектне йышăннă. ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем республикăн Çӗр кодексне улшăнусем кӗртнӗ-мӗн. Шăп çав улшăнусем банксен кризисне пула шар курнă çынсемпе улталаннă дольщиксене пулăшас тӗллевпе çӗр пайӗсене усă курма ирӗк параççӗ. Закона йышăнсан социаллă проектсене пурнăçа кӗртекен ятарлă организацисене çӗр пайӗ уйăрса пама пултарӗç,...
-
12 мая 2017 - 10:42Футбол курма çуран каятпăрХусанта майăн 17-мӗшӗнче «Рубин» тата ЦСКА футбол командисем хушшинче иртекен матча килнӗ хăнасене хăйсен машинисене суту-илӳ центрсен парковкисене вырнаçтарма май пулать тесе пӗлтерет ТР ШĔМĕн УГИБДД официаллă сайчӗ. Командăсем хушшинчи вăйă Хусан хулишӗн Конфедераци кубокĕ умӗн тӗрӗслев матчӗ шутланнине те палăртса хăвармалла, çавна кура «Казань-Арена» стадион таврашӗнче çулсене хупаççӗ. Водительсен...
-
12 мая 2017 - 09:47100 çул каялла: Чăваш пӗтессине кăтартакан хăрушă паллăсем1. Хастар ашшӗ-амăшӗ вырăнне юрăхсăр ачи-пăчи пулни. Эпӗ чăваша хам пурăнăçра нумай енчен сăнаса пăхнă, чăваш çинчен шухăшласа нумай хурланнă. Мана нумай чăваш çынни аса килет. Акă чăваш пурăнать: ӗçчен, ăслă, тырă та вырса илет, укçа та тыткалать, кил-çурчӗ те хăйӗн сала пек; ӗçкӗ тăвать - пӗтӗм ял унăн патӗнче...
-
12 мая 2017 - 08:34Ветеран асаилӗвӗЭпир вăрçă тата ӗç ветеранӗсене сума сăватпăр, çӗре кӗнисен умӗнче пуç таятпăр. Пирӗн тете, Петр Дмитриевич Охотин, пурнăçне Тăван çӗршыва хӳтӗлес ӗçе халалланă, тивӗçлӗ канăва тухсан юридици ӗç-хӗлӗнче вăй хунă. Халӗ Украинăра пурăнать. Вăл çулӗсемпе çамрăк мар пулсан та, унăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă асаилӗвӗсем питӗ нумай. Эпир вӗсенчен...
-
12 мая 2017 - 07:54Чӗлхе Туррин хӳхлевӗМиçен эпир - хутла вӗреннӗ чăвашсем? Шутласа пăхсан сахалăн мар вӗт! Çав вăхăтра чӗлхе аталанăвӗнче ак ӗнтӗ миçемӗш çул малалла каяймастпăр. Кам кăна çук айăплисен хушшинче: вăл е ку сăлтав кансӗрлет пирӗн чӗлхе ӳсӗмне. Е правительство, е вӗрентӳ системи, е ФГОС программи, е учительсем, е ашшӗ-амăшӗсем, е ачисем хăйсем... ЮЛАШКИ...
-
12 мая 2017 - 06:52Бензин вăрланă...тонни-тоннипеТутарстан следователӗсем çак кунсенче Элметри васкавлă пулăшу станцийӗн тӗп врачӗн çумӗ, 54-ри Фания Фаттахова енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Вăл экстреннăй лару-тăрура усă курмалли дежурнăй машинăсем валли пăхăннă резерври çунтармалли-сӗрмелли материалсен 4 карточкине сутнă. Çапла майпа станцин 1,3 тонна бензинне тата 1,8 тонна дизель топливине (пӗтӗмпе 114 пин тенкӗлӗх) çук тунă....
-
12 мая 2017 - 06:33Çӗнтерӳ ялавне ентеш йăтрӗМайăн 9-мӗшӗнче Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртнӗ парадра Çӗнтерӳ ялавне йăтса пыма хисеплӗ караул ротин уйрăмӗн командирӗ, 22 çулти Анат Кама каччи Алексей Фокеев тивӗçрӗ. «Парад пуçланас умӗн, пуçламăш позицисене тăрсанах, хумханма пуçларăм. Пирӗн çине пӗтӗм çӗршыв пăхать-çке. Кăшт та йăнăшма юрамасть, утăмсем пӗр пек, синхронлă пулмалла. Çапах та пӗрремӗш утăмсене...