Сувар

Новости за 18 мая 2017

  • 18 мая 2017 - 13:27
    Республикăра пӗрремӗш хут принтертан кăларнă алă лартнă (видео)
    Тутарстанра пӗрремӗш хут Çырчаллинчи хӗре 3D-⁠принтертан кăларнă алă протезне лартнă. Çырчаллинчи КФУ филиалӗнче вӗренекен 23-ри Гульназ Насибуллина 2016 çулта май уйăхӗнче çăкăр заводӗнче сылтăм аллине çухатнă иккен. «Сколково» базинче «Моторика» компанийӗ шутласа кăларнă «Киби» алă сыппи протезне кăларасси тата лартасси енӗпе ФГУП «Хусанти протезпа-⁠ортопеди предприятийĕ» ӗçлет. Унта ятарлă 3D-⁠печатьпе усă...
  • 18 мая 2017 - 12:37
    Хусанти тӗрӗслев матчне пысăк хак панă
    ТР çамрăксен ӗçӗсен тата спорт министрӗ Владимир Леонов Хусанта Конфедераци Кубокĕ умӗнхи «Рубин» тата «ЦСКА» хушшинчи иртнӗ тӗрӗслев матчӗ пирки çапларах каланă: «Малтанласа тунă пӗтӗмлетӳсем тăрăх, матча 22 пин çын пынă. Стадиона килнӗшӗн çынсене тав сăмахӗ каласшăн, мӗншӗн тесен Конфедераци Кубокӗнче пулакан системăна сирӗнсӗр тӗрӗслеме май пулмастчӗ. Çак мероприятишӗн яваплă...
  • 18 мая 2017 - 12:25
    Хусанта çулсене юсанă хыççăн тӗрӗслеççӗ
    Конфедераци Кубокӗ умӗн Хусанта çулсенчи асфальтпа бетонлă cийне çул-йӗр лабороторийӗ тӗрӗслет. ТР Президенчӗ Рустам Минниханов хушнипе çакнашкал тӗрӗслев ӗçӗсем эрнене пӗрре пулаççӗ. Паян, тӗслӗхрен, ТР патшалăх строительствин асăрхав инспекцийӗн ӗçченӗсем Карл Маркс урамне тӗрӗслеме тухнă. Вăл урамра асфальтпа бетон сийне ку уйăхра çеç çӗнетнӗ. Унăн хулăнăшӗ нормăсене тӳр килнине тӗрӗслес...
  • 18 мая 2017 - 09:40
    Ветерансене хваттерсем уйăрнă
    Патшалăх çурт-йӗр фондне (ПÇФ) патшалăх заказчикӗ Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçи ветеранӗсен (пӳрт туянма субсиди илнисен) списокне ярса панă. Вăл списокра пурӗ 123 ветеран. Вӗсен шутӗнче 47 çын çурт-йӗр условийӗсене фонд урлă лайăхлатас тенисем те (Хусан хулинчен - 20, Çӳлту - 1, Лайăш - 3, Ешӗлвар - 9, Çырчалли районсенчен- 14)....
  • 18 мая 2017 - 07:18
    Çирӗп кăмăллă та ырă чунлă пулма хавхалантаракан кӗнеке
    Нумаях пулмасть чăваш ача-пăча литератури тепӗр çӗнӗ кӗнекепе («Чăлах пуканесем» калавсен ярăмӗпе) пуянланчӗ. Вăл Чăваш кӗнеке издательствин «кăмакинчен» пиçсе тухрӗ. Авторӗ - пултаруллă çамрăк çыравçă Ольга Австрийская. Тӗрлӗ калавсем кӗнӗ унта: шухăша яраканнисем («Чăлах пуканесем», «Миххи пӗви»), лирикăлли («Супăнь хăмпи»), йăл култараканнисем («Сăн ӳкерчӗк», «Сайтра тупнă «савни») тата ытти те....
  • 18 мая 2017 - 07:07
    Пӗчӗк ачасем марафон умӗн чупӗç
    Май уйăхӗн 20-мӗшӗнче Хусан марафонӗ пуçланиччен Тӗп стадион умӗнчи лапамра ачасен спорт ăмăртăвӗ «Race for kids» пулать. Вăл Хусан марафонӗ шайӗнчи ачасен спорт уявӗ шутланать. Хутшăнакансен хушшинче чи пӗчӗккисем 5-12 çулсенчи ачасем хăйсен пурнăçӗнчи 422 метрлă дистанцине пӗрремӗш хут чупса тухӗç. Пуçламăшӗнче кашни ача старт номерне илет, финишра вара кашнинех...
  • 18 мая 2017 - 06:45
    Çӳллӗ ту çинче хӗрӳ ăмăртусем иртӗç
    Май уйăхӗн 21-мӗшӗнче ТР Автомотоспорт Федерацийӗ «Высокая Гора» автодрома «ралли-кросспа» кăсăкланакансене йыхравлать. Кăçал Тутарстан Раççей Чемпионачӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Супер 1600», «Национальный» зачет ушкăнӗсене, Раççей кубокӗн 1-мӗш тапхăрӗнчи «Суперавто» ушкăнне , Раççейри Автомобильсен Федерацийӗн 2-мӗш тапхăрӗнчи «Д2Н» зачет ушкăнне йышăнать. Ăмăртусене хутшăнакан гонщиксен шучӗ пысăк пулать. Хальлӗхе Мускав облаçӗнчен, Тутар Ресбуликинчен,...
Реклама