Сувар

Новости за 24 мая 2017

  • 24 мая 2017 - 13:53
    Пӗччен канма ан çӳрӗр
    Ульяновскри 34-ри хӗрарăм Анталья провинцинчи Алания хулинчи курортра каннă пулнă. Шел пулин те, вăл ăнсăртран вилсе кайнă тесе пӗлтерет «Ульяновск хыпарӗсем» порталӗ. Ульяновск облаçӗнче пурăнакан хӗрарăм канура 4 çăлтăрлă отельте пурăннă. Май уйăхӗн 22-мӗшӗнче хӗрарăм отельтен урама тухсан машина айне лекнӗ. Ăна Турци çынни çапса хăварса вырăнтан тарса пытаннă. Илнӗ...
    671
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 12:20
    «Çăлкуçсем» каллех малта
    Иртнӗ эрнере Хусанта республикăри ачасен халăх пултарулăхӗн фестивалӗн «Без бергэ» («Эпир пĕрле») пӗтӗмлӗтӳ гала-концерчӗ иртнӗ. Фестивалӗн çӗнтерекенӗсем хушшинче Çӗпрел районӗнчи Упи ялӗнчи П.В.Дементьев ячӗллӗ шкулри вӗренекенсем те пур. Атăлçи патшалăх физкультура, спорт тата туризм академинче тӗрлӗ районсенчи ачасем хăйсенни пултарулăхне кăтартса панă. Интереслӗ номерсем, хитре ташăсем, çепӗç юрăсем куракансен асӗнче...
    669
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 12:03
    Çынна çур çултан тупнă
    Камско-Устьински районӗнче Атăлра çур çул каялла çухалнă 55-ри пулăçăн кӗлеткине тупнă. Нумай пулмасть, Тенишево поселокӗ çумӗнчи Атăл хӗрринче Хусанра пурăнакан çын такамăн кӗлеткине асăрханă. Çав кунах ăна морга ăсатнă. Паян, май уйăхӗн 24-мӗшӗнче Анастасия Гришкина морга пырса шыв хӗрринче тупнă кӗлеткене палласа илнӗ. Вăл унăн мăшăрӗ - 55-ри Игорь Владимирович...
    634
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 09:28
    Июнӗн 1-мӗшӗнче ачасем «Сувар» парнишӗн футболла вылӗç
    Республикăри чăвашсен хаçачӗн Кубокӗшӗн футболла вылясси йăлана кӗрсе пырать. Кăçал та Пăвари тӗп стадионра 2006-2007 çулсенче çуралнă вӗренекенсем вăй виçӗç. Турнира пăвасене кăна мар, Çӗпрел, Камско- Устьински, Теччӗ районӗсен командисене чӗннӗ. Çак ăмăртăва йӗркелекенсем Пăва районӗнчи чăваш наципе культура центрӗ тата Пăвари ачасен спорт шкулӗ. Июнӗн 1-мӗшӗнче 10.00 сехетре футбола...
    595
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 08:56
    Хунямӗш ылтăнӗшӗн вил тăприне чавнă
    Ешӗлвар районӗнче пурăнакан 32-ри арçын енӗпе «Вилтăприне тустарни» статьяпа пуçиле (уголовнăй) ӗç пуçарнă тесе пӗлтерет «Татар-информ» информаци агентстви. Следстви шутланă тăрăх, арçын хăйӗн хунямăшӗн вил тăприне (2003 çулта вилнискер) чавма тытăннă. Вăл вăхăтра арçын ӳсӗр пулнă, тӗллевӗ ылтăн япалисене илесси пулнă. Хăйӗн ӗçне пурнăçласа ӗлкӗреймен вăл. Иртсе каякан çынсем часах...
    608
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 08:47
    Йăх-тымар ыйтăвӗсене Хусанта сӳтсе явӗç
    Паян, май уйăхӗн 24-мӗшӗнче 10.00 сехетре Кремль лаптăкӗнче Раççейри I-мӗш "Генеалогическое исследование: проблемы, опыт, перспективы" наукăпа практика конференцийӗ иртет. Конференцийе РФ-ăн 7 архив службин субъекчӗсем Пушкăртстан, Марий Эл, Хакас, Удмурт, Мордва, Чăваш Республикисем тата Томск облаçӗ хутшăнаççӗ. Наукăпа практика конференцийӗн тӗллевӗ - тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе явни. Вӗсен хушшинче, паллах, генеалоги...
    614
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 07:17
    Ачасем экологи çулçӳревне кайнă
    Раççейри Экологи çулӗ пулнă май Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Упири Петр Дементьев ячӗллӗ музейре «Теплый дом» приютăн вӗренекенӗсемпе «Эта Земля - твоя и моя» станци тăрăх экологилле вăйă-çулçӳрев иртнӗ. Вăйăн тӗллевӗ: çут çанталăка упрама вӗрентни, экологипе çыхăннă пӗлӳсене тӗпчени, экологиллӗ шухăшлав çуратни пулнă. Вăйă пуçламăшӗнче вӗренекенсем «Çӗр» тата «Салтак тӳми» ушкăнсене...
    617
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 06:21
    «ТАТМЕДИА» АО кăçал та парнесем вылянтарать
    Хисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...
    703
    0
    0
  • 24 мая 2017 - 06:19
    Васкавлă хыпар: купăсçăсен фестивальне каллех куçараççӗ
    Çакăн çинчен редакцине мероприятие йӗркелекенсенчен пӗри Артем Носков пӗлтерчӗ. Аса илтеретпӗр, купăсçăсен уявне 2016 çулта октябрь уйăхӗнче Хусанта ТР ЧНКАн отчетпа-суйлав Конференцийӗ хыççăн ирттерме палăртнăччӗ. Заявкăсем те чылай килнӗччӗ. Анчах та Туслăх Çурчӗн ертӳçисем ăна урăх вăхăта куçарма сӗнчӗç. Хӗлле мероприятисем нумай тесе фестивале çуркуннене куçарма йышăнчӗç, автономи планне кӗртрӗç,...
    579
    0
    0
Реклама