Сувар

Новости за 26 мая 2017

  • 26 мая 2017 - 12:24
    Ачасен сочиненийĕнчен: «Ман ялта юрату çитмест...»
    ЧĂВАШ Çӗпрел ялӗ, паллах, питӗ туслă ял, анчах ман шухăшпа, пирӗн яла юрату, пӗр-пӗрне ăнланни çитеймест. Унсăр пуçне, пирӗн çамрăк ăру ытларах компьютер умӗнче ларать. Эпӗ шутланă тăрăх, пирӗн ялти ачасене ытларах искусство тата культура енӗпе вӗрентмелле. Тасалăх та çитмест пирӗн яла. Ялти çынсем урама çӳп-çап пăрахаççӗ, кайран ăна пуçтармаççӗ....
    693
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 11:41
    Вĕренекенсем çыраççĕ: «Пирĕн ялта парк пулсанччĕ»
    МАН шутпа, пирӗн ялта çамрăксене пухăнма вырăн çитмест. Тӗслӗхрен, парк евӗр япала. Тепӗр енчен, пирӗн ял урамӗсене хитре кăна чечексем акса тухсан питӗ илемлӗ пулмалла. Тата пирӗн çырма урлă каçма пӗр вырăнта кӗпер начар. Çак кӗпере хитре туса хурсан аван пулӗ. Ял çырма-çатраллă. Унта сăртлă та, тикӗс вырăнсем те пур....
    657
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 11:25
    Вăрăмтуна сетки ача йывăрлăхне чăтайман
    Ново-Савиновский районӗнче 12-мӗш хутран 2-ри ача ӳкнӗ тесе пӗлтерет ТР следстви управленийӗн аслă помощникӗ Андрей Шептицкий. Илнӗ сурансенчен ача вилсе кайнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, инкек вăхăтӗнче ачан ашшӗпе амăшӗ тата аслă апăшӗ залра пулнă. Ача чӳрече янаххи çине тăрса кантăка уçнă. Вара москит сетка çине тайăнса тухса ӳкнӗ. Пулăмăн...
    637
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 11:15
    Мӗн çитмест пирӗн ялта?
    («Аталан» чăваш çамрăкӗсен форумӗн пултарулăх конкурсӗнчи эссесем) МАНШĂН ял - лăпкă вырăн, унта кашни хăйӗн чунне лăплантараканнине тупать. Эпӗ ăна питӗ юрататăп, мӗншӗн тесен кунта манăн çемье, юлташсем, юрату... Пирӗн ял чи илемли, кунта пӗр-пӗрне ăнланакан ырă çынсем пурăнаççӗ. Йăлтах пур. Пӗр япала кăна çитмест - çын сахал... Çавăнпа эпӗ...
    722
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 10:44
    Çӗнӗ хваттерсене валеçме тытăннă
    Энер, май уйăхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтреç районӗнчи 21 çемье çӗнӗ хваттер уçкисене алла илнӗ. Тăватă хутлă çӗнӗ çурта Осиново çыннисем авариллĕ çуртсенчен куçаракан программа пулăшнипе куçни паллă. Вӗсемсӗр пуçне çак программăпа тата Кулаево ялӗнчи 44 çын çӗнӗ хваттерсене куçаççӗ. «Паяна çӗнӗ хваттерсен уççисене пирӗн ялти 9 çемье илнӗ. Вӗсем пирӗн ялтан...
    660
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 09:46
    Кулăш
    Тахçан пӗр класра вӗреннӗ, пӗр парта хушшинче ларнă икӗ çын тӗл пулаççӗ. - Мӗнле пурăнатăн, Мирун? - ыйтать пӗри. - Питӗ лайăх, Ваççа. Пӗр кантурта генеральнăй директорта ӗçлетӗп, - мухтанать Мирун. - Апла мана ӗçе ил-ха хăвăн патна. - Пӗр сăмахсăр илетӗп. Аслă пӗлӳллӗ, 30 çула çитмен, акăлчан чӗлхине питӗ...
    668
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 08:07
    170 фольклор ушкăнĕ пĕр çĕрте
    Иртнӗ вырсарникун, май уйăхӗн 21-мӗшӗнче, Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче «Каравон» Пӗтӗм Раççей вырăс фольклорӗн юбилейлă фестивалӗ иртрӗ. Çулсерен çӗршыври фольклор ансамблӗсемпе ал ăстисене пухакан уяв кăçал 25-мӗш хут иртрӗ. Кăçал вăл нихçанхинчен анлă та пысăк пулчӗ, унта çӗршыври 170 ытла фольклор ушкăнӗпе 350 халăх ремеслин ăсти хутшăнчӗç. Уява ТР Президенчӗ...
    690
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 07:19
    Чăваш отличникӗсен слечӗ форматне улăштарчӗ
    Иртнӗ çулсенче шкулта лайăх вӗренекен чăваш ачисен Сиктӗрмери слечӗ ертӳçӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе мухтанмалли съезд евӗр иртетчӗ пулсан, кăçал ЧНКА çумӗнчи çамрăксен «Аталан» ушкăнне унăн форматне улăштарма сӗнтӗмӗр. Тӗлпулура кам-тăр сăвă калани е юрă юрласа кăтартни çеç асра юлмалла мар, ачасем унтан хавхаланса, çунатланса таврăнмалла. Республикăри чăваш çамрăкӗсен юхăмӗ шăпах шкулти...
    687
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 07:03
    Ывăл приговорӗ
    Ешӗлвар районӗнчи пӗр ялăн 16 çулти каччи укçашăн тăван ашшӗне пӗр шелсӗр леш тӗнчене ăсатнă. «Хура» риэлторсен пулăшăвӗпе усă курса ашшӗн çӗр пайӗсене сутма шутланă-мӗн вăл. Çывăх çынни çӗр хучӗсене пӗр ахаль паманнине те ăнланман мар. Çавăнпа пӗлӗшӗсемпе пӗрле килне килсе ашшӗне пуртăпа тата лумпах çапнă. Унтан вилене машинăпа вăрмана...
    604
    0
    0
  • 26 мая 2017 - 04:27
    Таккаварсем варта вăйă калӗç
    Майăн 27-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ял уявне ирттерет. Çак ялăн историйӗ питӗ тарăн та интереслӗ. Таккавар ячӗ ăçтан тухнă пирки те темиçе верси пур. Çавăнпа та клуб умӗнче пуçланакан уявра малтан ялăн аваллăхри страницисем çинчен каласа парӗç. Ку ӗçе хăй çине Валерий Кузьмин тӗпчевçӗ илет. Таккавартан тухнă хисеплӗ çынсем çинчен...
    608
    0
    0
Реклама