Новости за 31 мая 2017
-
31 мая 2017 - 13:45Тăвăла пула ачасен футбол турнирне куçараççӗИюнӗн 1-мӗшӗнче Пăвари тӗп стадионра «Сувар» хаçат Кубокӗшӗн ирттермелли ачасен футбол турнирне июнӗн 2-мӗшне куçарнă. Сăлтавӗ - республика çине вăйлă çил-тăвăл çывхарса килни. Вăл Тутарстан çийӗн майăн 31 - июнӗн 1-мӗшӗсенче иртмелле. Синкертен ачасене упраса хăварас тесе район ертӳçисем турнира уяр çанталăклă куна куçарма йышăну тунă. Спортпа кăсăкланакансене июнӗн 2-мӗшӗнче...
-
31 мая 2017 - 13:32Уявсен тапхăрӗ пуçланнăМай уйăхӗнче вырăссен «Каравонӗ» республикăри халăхсен уявӗсен тапхăрне уçрӗ. Мероприятисен лаптăкӗсем кăçал Менделеевски, Лениногорск, Теччӗ, Мамадыш районсемпе Нурлат тата Çырчалли хулисем пулаççӗ: Июнӗн 3-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи Илнеть ялӗнче мари культурин «Семык» республика уявӗ иртет; Июнӗн 11-мӗшӗнче Лениногорск районӗнчи Мордовская Кармалка ялӗнче мордва (эрзя) культурин «Балтай» уявӗ; Июнӗн 24-мӗшӗнче Менделеевски районӗнчи...
-
31 мая 2017 - 10:47Сасартăк тăвăл тухсанПаян, май уйăхӗн 31-мӗшӗнче МЧС-ран шторм асăрхаттарăвĕн хыпарӗ çитнӗ: июнӗн 1-мӗшӗнче кăнтăрлапа каç республикăра вырăнĕ-вырăнĕпе аслатиллӗ вăйлă çумăр, пăр, вăйлă çил (секунда 18-23 метр) пулма пултарать. Çавна кура МЧС управленийӗ çакнашкал сĕнÿсем парать: çанталăк пăсăлнă вăхăтра урамра пулсан электричество линийĕсем, йывăçсем, рекламăпа витрина стенчӗсем çумӗнчен кайма тăрăшăр. Сурансенчен сыхланса юлас...
-
31 мая 2017 - 09:39Алтай тăрăхне торнадо çитнӗ (видео)Массăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Алтай тăрăхӗнче çил-тăвăлпа пăр иртсе кайнă. Гришков ялӗ çумӗнче торнадона та асăрханă, телее кура вăл яла çаврăнса иртсе кайнă.
-
31 мая 2017 - 09:09Пушкина чăваш чӗлхине куçарнăЧăваш Республикин халăх поэчӗ Валерий Тургай поэзи юратакансене парне тунă. Шупашкарти «Çӗнӗ вăхăт» типографире вырăс поэчӗн Александр Пушкинăн «А сердце оставляю вам» сăвăсен ярăмӗ çутта тухнă. Кӗнекере поэтăн паллă сăввисенчен 65-шӗ кенӗ: «Зимний вечер», «Анчар», «К морю», «Храни меня, мой талисман», «Я памятник воздвиг себе нерукотворный», «Кавказ» тата ыттисем те....
-
31 мая 2017 - 07:56Çӗпрел районӗнче православи фестивалӗ иртетИюнь уйăхӗн 10-мӗшӗнче 8.00 сехетре Кивĕ Çӗпрелĕнчи Сергий Радонежский храмӗнче литургия иртет. Ун хыççăнах, 11.00 сехетре православи фестивалӗ "ТРОИЦКИЕ НАПЕВЫ" уçăлать. Ку мероприяти Çӗпрел тăрăхӗнче иккӗмӗш çул иртет. Унта республикăри ушкăнсем пуçтарăнаççӗ. Программи те питӗ кăсăклă: халăх юррисем, ташă номерӗсем тата ыттисем те. «Пӗтӗм çынна ку уява йыхравлатăп, килсе фестивалӗ...
-
31 мая 2017 - 07:38Слонсем вăрă профессине алла илнӗМассăллă хыпар хатӗрӗсем пӗлтернӗ тăрăх, Таиланд çӗршывӗнче слонсем машинасене чарса улма-çимĕç çаратнă. Хуа Хин курорт хули çумӗнче ананас турттаракăн виçӗ тонналлă грузовика слонсем чарнă. Пысăк аçа çула хупланă вăхăтра ытти слонсем кузовран хобочӗсемпе ананассене сӗтӗрме тытăннă. Водитель машинине хускатсанах аçа кабинăна хобочӗпе çапнă. Водитель машинăра пӗччен кăна мар, арăмӗпе тата...
-
31 мая 2017 - 06:02«ТАТМЕДИА» АО кăçал та пысăк парнесем вылянтаратьХисеплӗ вулакансем! «ТАТМЕДИА» акционерлă общество кăçал та парнесем вылянтарать. Тӗп приз - телевизор тата цифрăллă фотоаппарат! Вӗсемсӗр пуçне сурăх çăмӗнчен хатӗрленӗ ăшă утиялсем те выляса илме пулать. Çак парнесене илес тесен «ТАТМЕДИА» кăларакан хаçат-журнала (виççӗрен кая мар) май уйăхӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнь уйăхӗн 30-мӗшӗччен çур çула çырăнмалла та квитанци копийӗсене...