1000 литрлă хуранта та шӳрпе тутлă пулать
(Ирина Кузьмина. Сăнӳкерчӗкӗ О.Голыжбинан).
Темиçе минут каялла кăна Хусанти «Казан» Çемье центрӗ умӗнче 1000 литрлă хуранти пулă шӳрпин тутлă шăрши сарăлчӗ. Ăна паллă шоуменпа Оскар Кучерăпа Хусанти пӗр ресторанăн шеф-поварӗ Максим Агуреев халăх умӗнчех пӗçерчӗç.
Шӳрпене мӗнрен тата мӗнле пӗçернине икӗ сехете яхăн сăнарăмăр. Çак вăхăтра шеф-повар пулă шӳрпи хатӗрлемелли...