Новости за 18 июня 2017
-
18 июня 2017 - 17:22Пĕр вырăнта икĕ сехетлĕх вăтăр тăватă пин çын пухăнчĕКонфедерацисен Кубокĕшĕн Португалипе Мексика сборнăйĕсем Хусанта вылянине "Казань-Аренăра" 34 372 çын пăхнă тесе пĕлтерчĕç стадионри дикторсем. Куракансем Мексикăран та, Португалирен те килнĕчччĕ, анчах раççейсем трибунăсем çинче ытларахчĕ. Нумайăшĕ кунта Криштиану Рональдо вылянине курма килнине мечĕк ун патне килсенех паллă пулчĕ. Тĕрĕслĕхшĕн каламалла, кăмăлсăр шăхăракансем те сахалăн марччĕ. Вăйă питĕ интереслĕ...
-
18 июня 2017 - 12:38ФИФА президечӗ Хусана килсе çитнӗХалăхсем хушшинчи футбол федерацийӗн президенчӗ Джанни Инфантино Португалипе Мексика вăййине курас тесе килнӗ Тутарстанăн тӗп хулине. Çакăн çинчен Раççей вице-прьемьерӗ ВИталий Мутко пӗлтернӗ. Аса илтеретпӗр, ӗнер Джанни Инфантино Мускавра Раççейпе Çӗнӗ Зеланди вылянине пăхнă.
-
18 июня 2017 - 11:45Мексикăпа Португали Тутарстанра вăй виçӗçКонфедераци Кубокӗ шайӗнче иртекен пӗрремӗш вăйă паян Хусанти «Казань-Аренăра» иртет. Вăл 18.00 пуçланать. Футбол юртакансем паян кунӗпе Тутарстанăн тӗп хулине килеççӗ. Матч пуçланиччен 4 сехет маларах стадион тавра хулара «Таса миля» режим пуçланать. «Казань-Арена» патне илсе каякан çулсене хупаççӗ. Кун çинчен шалти ӗçсен министерствин ӗçченӗсем маларах пӗлтернӗччӗ. Куракансен е çуран,...