Сувар

Новости за 19 июня 2017

  • 19 июня 2017 - 14:51
    Шупашкарта Республика кунӗ
    Июнӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Ен Республика кунне уявлать. Мероприятисем Шупашкарта тата муниципалитетсенчен пӗринче иртеççӗ. Кăçал çак пысăк уява Пăрачкав районӗ йышăнать, тесе хыпарлать ЧР Культура министерствин пресс-служби. Программăра: «Раççей çăлкуçӗсем», «Русь мастеровая»пултарулăх тата ал ӗç фестивалӗсем, чăваш «Акатуйӗ», «Арта», «Чипайне» мордва фестивалӗсем, бензопилапа йывăçран касса кăларассипе Пӗтӗм Раççей фестивалӗ тата ытти...
    735
    0
    0
  • 19 июня 2017 - 14:22
    Сикетӗп... чӳречерен
    Июнӗн 15-мӗшӗнче çӗрле Çырчалли хулин çӗнӗ пайӗнче 17 çулти хӗр виллине тупнă. Вăл çӳлтен ӳкни паллă. Пулса иртнин сăлтавӗсене вырăнти следовательсем тӗрӗслеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, вăл упăшкипе тата тин кăна çуралнă ачипе пӗрле çак хуларах пурăннă. Анчах та юлашки темиçе кун кӗвӗçӗве пула килӗнче час-часах харкашнă. Инкекчен пӗр кун...
    711
    0
    0
  • 19 июня 2017 - 07:58
    Эрнелӗх гороскоп 19.06 - 25.06
    ТАКА 21.III - 20.IV Ку эрнере пуçлăх та, ӗçтешсем те ӗçченлӗхӗре палăртаççӗ. Кăткăс ӗçсене те çăмăллăн пурнăçлатăр. Интереслӗ те тупăшлă контрактсем сӗнекенсем пулӗç. Килте те йăлтах йӗркеллӗ, анчах тăрăшулăхăра кура çемьерисем ӗçсене сирӗн çине тиеме тăрăшӗç. Юратура савăнăçлă самантсем нумай пулаççӗ. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Хăвăр тем пек яваплă та...
    638
    0
    0
  • 19 июня 2017 - 07:49
    Шыва та кӗрейместпӗр-и?
    Росгидрометцентрăн хыпарне шанас пулсан, çитес 10 çултан эпир хамăр юханшывсенче вуçех те шыва кӗрейместпӗр. Мӗншӗн тетӗр-и? Çулла шăрăх пулманнипе. Çакна планетăри çанталăк ăшăнса пынипе çыхăнтараççӗ. Экваторпа полюссем хушшинчи сывлăш температурин уйрăмлăхӗ пӗчӗкленсе пыни çанталăка хумлăн-хумлăн улăштарса тăрать-мӗн. Раççейри широтасенче сывлăш масси хӗвеланăçран хӗвелтухăçнелле куçасси йăлара пулнă. Халӗ вара сывлăш циркуляцийӗ...
    701
    0
    0
  • 19 июня 2017 - 07:25
    Вырăн-вырăнпа пăр çăвать
    Тутарстан гидрометцентрӗ паян, июнӗн 19-мӗшӗнче, республикăра çанталăк улшăнса тăрассине хыпарлать. Аслати авăтать, çил вăхăчӗпе çурçӗр-хӗвеланăç енчен 15-20 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Вырăн-вырăнпа пăр та çума пултарать. Çул çӳрекенсем, асăрханăр: ирхине тата каçхине хăш-пӗр района тӗтре карса илет.
    705
    0
    0
Реклама