Сувар

Новости за 20 июня 2017

  • 20 июня 2017 - 16:08
    Тăхăрьялта июнӗн 29-мӗшӗнче «Хăят» уявӗ пулать
    Пӳркелӗнчи чăвашсем хăйсен йăлисене пăрахмаççӗ. Яланхи пекех «Хăят» уявлас текенсем июнӗн 29-мӗшӗнче Иван Юркин музейӗн картишӗнче пухăнӗç. Унти Куйкăрăш -телей кайăкӗн палăкӗ умӗнче йăласене туса ирттернӗ хыççăн пухăннисем юрă юрласа кассем тăрăх «юхса» çаврăнӗç. Уяв концерчӗпе «Хăят» пăтти мӗн пур куракан валли пулать, тесе пӗлтерет «Хăятăн» йӗркелӳ комитечӗ.
    590
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 13:51
    Икӗ уйăхра 62 браконьер
    Тутарстанра шыв-шур объекчӗсем çирӗп тимлӗхре пулнине кăçал апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 15-мӗшӗччен 62 браконьерла ӗçе шута илни те çирӗплетет. Çак фактсем уголовнăй ӗç пуçармалли сăлтавах пулнă. РФ ял хуçалăх министрӗн çумӗ, Пулă тытас енӗпе федераллă агентствăн ертӳçи Илья Шестаков сăмахӗсемпе, пӗр сезонра çакăн чухлӗ браконьера тытни Тутарстан браконьерсене хирӗç лайăх...
    574
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 10:23
    Джогиносене ташлаттарнă
    Чăваш наци конгресӗ йӗркеленӗ «Мурманскран Байкал таран» çулçӳревӗн чи кăсăклă саманчӗ Иркутск тăрăхӗнчи тайгара вырнаçнă Джогино ятлă чăваш ялне çитсе килни пулчӗ, тесе пӗлтерет ЧНК пресс-службин ертӳçи Зоя Яковлева ЧНК сайтӗнче. Ун сăмахӗсем тăрăх, Джогино ялӗ пӗчӗкех те мар-мӗн, çуртсем пурте йывăçран. Юнашар Бирюса юханшыв юхса выртать. Йӗри -тавра чăтлăх,...
    697
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 08:40
    Лайăшра – трактор шоу!
    Июлӗн 5-7-мӗшӗсенче Тутарстанăн ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнчи экспериментлă уй-хирӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗсем - 2017» пысăк курав-кăтарту пулать. Унта Раççейӗн, ют çӗршывсен ял хуçалăхӗнче усă куракан чи çӗнӗ технологийӗсене, çӗр ӗçлемелли ятарлă техникисемпе оборудованийӗсене, çӗр ӗçӗнчи инновациллӗ мелӗсене кăтартаççӗ. 60 гектар ытла лаптăкра «Ӳсен-тăран ӗрчетесси», «АПКна инженерипе...
    646
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 07:17
    Айтăр «Хра вути поххине!»
    Ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Чăваш Енри Шупашкар районӗнче «Хравути поххи - 2017» Пӗтӗм Раҫҫейри Ҫимӗк иртет. Ӑна Чӑваш Республикин Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерстви, «Трактор тӑвакансен культура центрӗ» республикӑри халӑх пултарулӑх центрӗ, Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлешӗвӗ, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер ял тӑрӑхӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ историпе культурологи тӗпчевӗсен фончӗ...
    814
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 06:10
    Пăвасен пăрăвӗсем чирлемеççӗ
    Чиртен сиплениччен, унран сыхланни лайăхрах. Çакна Пăва районӗнчи выльăх ӗрчетекенсем пӗр çул кăна сăнамаççӗ. Çавăнпа çулла пуçлансанах сиплӗ курăк пуçтарма ӳркенмеççӗ те. Кăçал хуçалăхсем çамрăк пăрусем валли 230 пин çыхă таранах сиплӗ курăк хатӗрлеме тӗллев лартнă. Ку ӗçе вӗсем уйăх пуçламăшӗнчех пуçăннă ӗнтӗ, курăка çыхăсем туса çыхса хӗвел ӳкмен хӳтӗ...
    630
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 06:07
    Арскра çӗрулми завочӗ уçасшăн
    Республика çулсерен çӗрулми сахал мар ӳстерет, çак ӗçпе пысăк хуçалăхсем те, харпăр хуçалăхсем те ӗмӗртен ӗçлетпӗр. Апла пулин те тымарçимӗçе тирпейлекен завод халӗ те хамăрăн çук. ТР Ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин пресс-служби Тутарстан ку енӗпе ӗçлеме пуçлани пирки пӗлтерет. Темиçе кун каялла аграри министерствинче ТР ял хуçалăх министрӗ М.Ахметов Арск...
    610
    0
    0
  • 20 июня 2017 - 04:06
    Паян çумăр çăвать
    Пӗтӗм тӗнчери таркăнсен кунӗ Синоптиксем паян, июнӗн 20-мӗшӗнче, улшăнса тăракан пӗлӗтлӗ çанталăк шантараççӗ, вырăн-вырăнпа вăйлă çумăр пулать, пăр та çăвать. Çил хӗвеланăçран, аслати вăхăтӗнче çеккунтра 15-12 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Сывлăш температури çӗрле +10..+15, кăнтăрла +17..+22 градус пулать. Уйăх календарӗпе -26-мӗш кун. Лару-тăру тата хăш-пӗр çынсем калаçас теменни ӗçе чарса тăма...
    550
    0
    0
Реклама