Сувар

Новости за 28 июня 2017

  • 28 июня 2017 - 15:50
    Чăваш ачисем - «Эткерте»
    (Ирина Иванова. Шупашкар). Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурăнакан хастар чăваш ачисене пӗрле пухса этнокультура профиль лагерӗ йӗркелесси ырă йăлана кӗнӗ ӗнтӗ: 2005 çултанпах иртет «Эткер» смена. Чăваш чӗлхипе культурине упрас тата аталантарас тӗллевпе хута яраканскер кăçал Раççейри чăвашсем йышлă пурăнакан регионсенчен 39 шкул ачине Чăваш Ен çӗрӗ çине йыхравларӗ. «Агроздравница» санаторин...
    706
    0
    0
  • 28 июня 2017 - 13:29
    Ҫуралнӑ кун тӗлне кӗнеке
    Пирӗн штатра тăман авторăн, Лайăш районӗнче пурăнакан Альберт Кольцовăн июнӗн 23-мӗшӗнче Шупашкарти «Новое время» типографирен «Пирӗн шкул çемйи» кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Тăван шкула тата çуралнă кун тӗлне хăйне çакăн пек пысăк парне турӗ вӑл. Кӗнеке Чăваш Енри Сӗнтӗрвăрри районӗнчи Октябрьски шкулӗн историйӗ, вӗренекенӗсем çинчен. Чăн та, ентешӗсем унпа паллашма ӗлкӗреймен-ха....
    683
    0
    0
  • 28 июня 2017 - 12:03
    Олимпиада ҫӗнтерӳҫи Савгачевӑри П.Васиков
    ЧР Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министерстви чăваш чӗлхипе тата литературипе пуçласа пӗрремӗш хут тӗнче шайӗнче ирттернӗ олимпиадин çӗнтерӳçисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене июнӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта чысланӑ. Вӗрентӳ тата çамрăксен политикин министрӗ Юрий Николаевич Исаев шкул ачисене дипломсем, парнесем, вӗрентекенсене Хисеп хучӗсем парса тав тунă. Ҫаплах вӗсене Чăваш Патшалăх Канашӗн депутачӗ Олег...
    697
    0
    0
  • 28 июня 2017 - 08:32
    Чăваш хӗрӗ Роналдупа тӗл пулать
    (Ирина Кузьмина). Пӗр пытармасăр калатăп, Нурлатри Якурккел пикине Елена Павловăна Хусанти мӗнпур хӗр ăмсанать. Мӗншӗн тетӗр-и? Елена паян Криштиану Роналдупа иккӗмӗш хут тӗл пулать. Унпа кăна мар, Мексика, Германи, Португали, Чили тата, паллах, Раççей сборнăйӗсен çăлтăрӗсемпе те паллашрӗ вăл. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» ушкăнӗн хастарӗ Конфедерацисен Кубокӗн пӗр...
    589
    0
    0
  • 28 июня 2017 - 07:20
    Роналду каллех Хусанта
    Хуть мӗн калăр та, эпир хусансем телейлӗ. Миллион çыннăн кумирӗ, спорт çăлтăрӗ Криштиану Роналду мӗнле вылянине иккӗмӗш хут хамăр куçпа курма пултаратпăр. Паян Хусанта «Казань-Арена» стадионра Конфедерацисен Кубокӗн çурма финалӗ! Финала тухма Португалипе Чили сборнăйӗсем выляççӗ. Аса илтеретпӗр, матча хуть кам та кӗме пултарать. Кун валли билет туянмалла тата хăвăрпа...
    597
    0
    0
Реклама