Сувар

Новости за 2 июля 2017

  • 2 июля 2017 - 09:07
    Тутарстанра паян траур
    Паян ир енне Заинскра «Самара-Ижевск» пассажир автобусӗ аварие лекнипе çыхăннă трагедие (13 çын, çавсенчен иккӗшӗ ача, вилнӗ,15-шӗ аманнă) пула ТР Президенчӗ Р.Минниханов июлӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанра траур пулнине пӗлтерсе Указ йышăннă. Указпа килӗшӳллӗн, паян Тутарстан территорийӗнче мӗнпур патшалăх ялавне антараççӗ. Радиотелекомпанисем, культура учрежденийӗсем кану мероприятийӗсене тата паянхи куна палăртнă район Сабантуйӗсене...
    506
    0
    0
  • 2 июля 2017 - 08:34
    Удмурт халăхӗпе пӗрле хурланатпăр
    ТР Президенчӗ Р.Минниханов паян çӗрле Самартан Ижевска каякан пассажир автобусӗ Заинскра хăрушă аварие лекнипе çыхăннă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен Удмурт Республикин Президентне Александр Бречалова телеграммăпа пӗлтернӗ. «Çӗрле Самарăран Ижевска каякан автобуспа пулнă хăрушă трагедире çынсем вилнӗшӗн тарăннăн хурланни çинчен пӗлтеретӗп. Çынсем, уйрăмах ачасем, вилни пирӗн чӗрене ыраттарчӗ. Эпир...
    518
    0
    0
  • 2 июля 2017 - 07:31
    Паян Заинскри аварире 13 çын вилнӗ
    Паян çӗрле 00.37 минутра Заинскран Элмет еннелле тухакан çул çинче «Самара- Ижевск» рейс автобусӗ «КАМАЗ» автомашинăпа пырса çапăннă. Автобус малтан çул айккине кайса йăваннă, унтан çунма тытăннă. Хăрушă трагедире 13 пассажир, вӗсенчен икӗ ача, вилнӗ. Тепӗр 15-шӗ аманнă. Вӗсенчен 12-шӗ хальхи вăхăтра больницăра.
    541
    0
    0
Реклама