Сувар

Новости за 5 июля 2017

  • 5 июля 2017 - 11:57
    Хусан ЧМ-2018 та хатӗр
    Хусан 2018 çулта иртекен футбол тӗнче чемпионатне (ЧМ-2018) йышăнакан хуласен йышне кӗнӗ. Кунта болельщиксемпе хăнасене йышăнмалли инфраструктура йăлтах хатӗр, пӗлтерет «Известия» хаçат Ростуризмăн 2016 çулта пурнăçланă ӗçсене пӗтӗмлетекен доклачӗ çине таянса. Тутарстансăр пуçне чемпионата йышăнма хатӗррисен списокӗнче Мускав, Санкт-Петербург, Краснодар крайӗ тата Свердловск облаçӗ. Тепӗр ултă субъектра Волгоград, Калининград, Чулхула,...
    550
    0
    0
  • 5 июля 2017 - 11:09
    Кипеккассинчи Учук
    (Светлана Иванова) Пăва районӗнчи Кипеккассисем июнӗн 28-мӗшӗнче Учук ирттерчӗç. Çапла майпа Турăран ялпа ял-йыш валли ытлă-çитлӗ пурнăç тата, паллах, пысăк тухăç ыйтрӗç. Тӗрӗссипе, Учука чăвашсем Çимӗк хыççăн эрне урлă тăваканччӗ. Кăçал кăшт каярах юлчӗç. Апла пулсан та аван иртрӗ вăл. Кипеккасси ку йăлана нумай çул ирттерет ӗнтӗ. Маларах ăна ваттисем...
    619
    0
    1
  • 5 июля 2017 - 10:59
    Каллех витрелетсе çумăр
    Синоптиксем Тутарстанăн хӗвеланăç районӗсенче, Хусанта паян каçхине тата çӗрле вăйлă çумăр çунине хыпарлаççӗ. Çил çеккунтра 15-20 метр, вырăн-вырăнпа 21-26 метр хăвăртлăхпа вӗрет. Республикăн хăш-пӗр районӗнче аслати авăтать, пăр çăвать.Çул çине тухакансем, асăрхануллă пулăр!
    579
    0
    0
Реклама