Сувар

Новости за 6 июля 2017

  • 6 июля 2017 - 14:15
    Пăвара «Юратупа шанчăклăхшăн» медале пӳркелсем тивӗçрӗç
    Раççейре çак уява паллă тума тытăнни нумаях мар-ха. Çапах черчен ромашка чечекӗпе çыхăнтарса йӗркеленӗ Çемье кунӗ çынсен кăмăлӗсене каять. Çемье вăл кил, çемье вăл шанчăклăхпа юрату хуçаланакан тӗнче, пурнăç тыткăчи. Çемьере пуриншӗн те пӗр хуйхăпа савăнăç. Мăшăрсен юратăвне упракан Петрпа Феврони çветтуйсен сăнарӗсене тӗпе хуни те вырăнлă, вӗсен ячӗпе нумай...
    568
    0
    0
  • 6 июля 2017 - 14:03
    Красноярск чăвашӗсем çумăр çутарчӗç
    (Геннадий Храмов. Красноярск) Красноярск крайӗнче июнь тăршшӗпех тенӗ пек шăрăх тăчӗ. Ӳсен-тăрансем те, чӗрчунсем те пурте çумăр кӗтрӗç, вăл вара çук та çук. Июль уйăхӗн пӗрремӗш шăматкунӗ (июлӗн 1-мӗшӗ) çитрӗ. Çак кун çуллен край чăвашӗсем Емельяновски районӗнчи Шуваево ялӗнче Акатуй ирттереççӗ. Ирхине ирех çумăра ячӗ. Вăхăт-вăхăтпа витрелетсе тăкрӗ, вăхăт-вăхăтпа чарăнчӗ....
    612
    0
    0
  • 6 июля 2017 - 11:22
    Акрельсем хир кунӗнче
    Июлӗн 5-мӗшӗнче Тутар ял хуçалăх наукăпа тӗпчев институчӗн Лайăш районӗнче вырнаçнă эксперимент хирӗсен лаптăкӗнче «Пӗтӗм Раççейри хир кунӗ - 2017» инновацилле агропромышленность комплексӗн форум-куравӗ уçăлчӗ. Курав экспозицийӗ «Усен-тăран ӳстересси», «АПКсене инженерипе техника тивӗçтерӗвӗ», «Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси», «Кампус», «Техника куравӗ», «Мелиораци» пайсенчен тăрать. Хир кунӗ аграрисене ял хуçалăх çӗнӗлӗхӗсемпе тата пӗр-пӗрин опычӗпе...
    616
    0
    0
  • 6 июля 2017 - 10:53
    Китай та Хусан майонезне çиет
    Хусанти çу комбиначӗн директорсен канашӗн председателӗ (çаплах ТР ЧНКА председателӗ те) Дмитрий Самаренкин палăртнă тăрăх, Турци рынокне Китайăннипе çăмăллăнах улăштарма пулать. Кун пирки вăл çу экстракцин заводне Китай делегацийӗ курма килсен каланă. Сăмах май, Китай Халăх Республикин ял хуçалăх министрӗ Хань Чанфу ертсе пыракан делегаци Тутарстана Лайăш районӗнче иртнӗ «Пӗтӗм...
    583
    0
    0
  • 6 июля 2017 - 08:31
    103 ял çутăсăр юлнă
    Паян ирхине 8 сехетре пире «Сетевая компания» УАО диспетчерӗ Фомичев ӗнерхи вăйлă çумăра пула Пăва, Пӗкӗлме, Çӗпрел, Елабуга, Аксу, Чистай, Çарăмсан, Нурлат, Лениногорск, Элмет районӗсенчи 103 ял çутăсăр юлни çинчен хыпарларӗ, тесе пӗлтерет ТР МЧС пресс-служби. Çутă линийӗсене юсама республикăри 59 юсав бригади, вырăнсенчи 10 пушарпа çăлав ушкăнӗ, пӗтӗмпе 157...
    597
    0
    0
  • 6 июля 2017 - 08:12
    Нурлат чӑвашне В.Путин тав тунӑ
    ( Майя Игнатьева).Чăвашсене ăçта вăй хурсан та, чи малтан тирпейлӗ тата тăрăшуллă ӗçченсем пек пӗлеççӗ. Нефть отраслӗнче те ӗçченлӗхпе палăраççӗ пирӗн ентешсем. Вӗсене тивӗçлипе хаклани питӗ савăнтарать. «РИТЭК» АОн «ТатРИТЭКнефть» ТППра нефтьпе газ кăларакан оператор пулса ӗçлекен Пухтел (Нурлат районӗ) чăвашӗ Николай Кашкаров та РФ Президенчӗн Владимир Путинăн Тавне тивӗçнине...
    694
    0
    0
Реклама