Сувар

Новости за 7 июля 2017

  • 7 июля 2017 - 13:52
    Ыран Нурлатра Уяв!
    Ыран, июлӗн 8-мӗшӗнче, Нурлатра чăваш культурин Пӗтӗм Раççейри «Уявӗ» пулать. Йăлана кӗнӗ мероприятин программи кăçал та анлă пулнине пӗлтеререҫҫӗ йӗркелӳçӗсем. Кунта чи лайăх сăра вӗретекене, тутлă пӗçерекене, Уяв паттăрне, Уяв пикине тата пӗрремӗш хут Уяв купăсçине палăртаççӗ. Паллах, кунсăр пуçне республикăри, ытти регионсенчен килнӗ ансамбльсен пултарулăхне те курма пулать. Уяв...
    765
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 13:33
    Елабугӑна симӗс нӑрӑ тапӑннӑ
    Ҫумӑрлӑ ҫанталӑк тӑнӑшӑн Елабуга ҫыннисем чухлӗ савӑнаканни республикӑра ҫук пуль. Вӗсем кăçал хулана симӗс нăрă ройӗ (шпански шăнисем) тапăннипе тарăхса çитнине пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Нӑрӑсем сирень çулçине çиеççӗ-мӗн. Тӗме çаратнисӗр пуçне таврана усал шăршă сараççӗ. Специалистсем пӗлтернӗ тăрăх, алăпа тытмасан вӗсем çын сывлăхӗшӗн хăрушă мар. Перӗнсен кӑна наркăмăш кăлараççӗ. Усал...
    719
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 13:12
    Пирӗншӗн тепӗр опыт
    Конфедерацисен Кубокӗн матчӗсем пӗр кăлтăксăр иртсе кайнинче тухтăрсен те тӳпи пысăк. Шăпах вӗсем çав кунсенче стадионсенче сывлăх сыхлав хуралӗнче тăчӗç. Конфедерацисен Кубокӗн мероприятийӗсене хутшăннă медицина ӗçченӗсене паян Хусанта чысларӗç, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин ӗçтешӗсене тав тунă май, тӗнче шайӗнчи мероприятире ӗçлени тепӗр пысăк опыт...
    707
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 11:56
    Уявра Çӗпрел чысне Диана хӳтӗлет
    (Ирина Трифонова). Çӗпрел Акатуйӗн илемӗ, паллах, «Акатуй пики» конкурс пулчӗ. Ăна «Тутарстан Чăваш пики» конкурс дирекцийӗн ертӳçи Сильвия Чаркина йӗркеленӗ, пулăшаканӗсем ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» активисчӗсем тата Ӗçтăвком пайташӗсем пулчӗç. Конкурса ертсе пыракансене те асăнса хăварас пулать, «Раççей Чăваш пики» Ксения Романовăпа Аслă Аксури вăтам шкул вӗрентекенӗ Сергей...
    733
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 10:39
    Çӗпрел Акатуйӗн тӗп парни Матак каччинче!
    (Ирина Трифонова). Вырсарникун иртнӗ Çӗпрел район чăвашӗсен Акатуйӗнче спорт ăмăртăвӗсем те хӗрсех пычӗç. Татами çинче Акатуй тӗп парнишӗн - такашăн, волейболпа футбол уйӗсенче малти вырăншăн пикенсех тупăшрӗç. Волейболпа çӗнтерӳçӗ команда ятне кивӗçӗпрелсем йышăнчӗç. Футболпа пӗрремӗш вырăна чăвашçӗпрелсем тухрӗç. Кире пуканӗ йăтассипе чи лайăх кăтартусем Вадим Патшеевпа (Кивӗ Чакă) Анатолий Сайдяшев...
    671
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 10:31
    Хальхинче Анат Чакăра
    (Ирина Трифонова).Иртнӗ эрне вӗçӗнче Çӗпрел районӗнче умлăн-хыçлăн Сабантуйпа Акатуй пулчӗç. Пире, паллах, иккӗмӗшӗ çывăхрах, хамăрăн йăла-йӗркесемпе çыхăннă-çке. Иртнӗ канмалли кун таврари ялсенчи чăвашсем Анат Чакă ял хутлăхне çул тытрӗç, кам машинапа, хăшӗ лашапа, çуран утакансем те пайтахчӗ. Тăван районти уяв вăл тата та çывăхрах, ăçта ан пăх - палланă çынсем,...
    775
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 10:09
    Кăçалхи прогноз – 4 миллион тонна
    Çанталăк чăрмантармасан Тутарстан кăçал 4 миллион тонна тырпул, 2,5 миллион тонна сахăр чӗкӗнтӗрӗ, 1,5 миллион тонна çӗрулми, 3 миллион тонна выльăх апачӗ туса илме хатӗрленет. Çакăн пек прогнозпа паллаштарнă ТР Президенчӗ Рустам Минниханов çак кунсенче Лайăш районӗнче иртнӗ канашлура, пӗлтерет республика ертӳçин пресс-служби. Тырçи ӗçӗсене август уйăхӗн пӗрремӗш декадинче пуçлама...
    682
    0
    0
  • 7 июля 2017 - 09:56
    Тухтӑрсен ӗҫ укҫи 200 процент ӳсет
    ТР Сывлăх сыхлав министрӗ Адель Вафин пӗлтернӗ тăрăх, 2018 çул тӗлне медицина ӗçченӗсен ӗç укçи 200 процент таранах ӳсмелле. 2017 çулхи октябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 180 процент ӳсет. Кун пирки министр ТР Патшалăх Канашӗн социаллă политика комитечӗн, Патшалăх Канашӗн сывлăх сыхлав сферинче патшалăх программисем пурнăçланассине тӗрӗслессипе комиссин пӗрлехи канашлăвӗнче пӗлтернӗ. Адель...
    673
    0
    0
Реклама